Кӳлĕ хĕрне тасатнă
Иртнĕ эрнере «Заволжский» çут çанталăк заказникĕнче, Изьяр кӳлли çывăхĕнче субботник иртнĕ.
Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологийĕн министерстви тата Шупашкар лесничестви пулăшнипе йĕркеленĕ акцие Шупашкарти волонтер центрĕн, «Симĕс хула» экологи организацийĕн, Вырăс географи обществин регионти уйрăмĕн çамрăксен клубĕн хастарĕсем хутшăннă. Вĕсем 50 михĕ çӳп-çап пуçтарнă, канакансемпе профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине аса илтернĕ.
www.hypar.ru Minpriroda.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ