Комментари хушас

10 Çурла, 2020

Çĕнĕ Шупашкар шкулĕ экотасалăхпа çĕнтернĕ

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 23-мĕшĕнчен çĕршывра «Çу уйăхĕнчи шкул Экокартишĕ» акци иртнĕ.

Çак пуçарăва Раççейри «Кока-Колăн» «Пирĕнпе пайла» программипе килĕшӳллĕн, ЭКА юхăм пулăшнипе «ЭРА» фонд пурнăçланă.

Акцие Раççейри 28 регионтан 130 вĕренӳ учрежденийĕ хутшăннă: хытă хут, пластик, металл, кантăк тата батарейка пуçтарнă.

«Çу уйăхĕнчи шкул Экокартишĕ» Пĕтĕм Раççей акцийĕн çĕнтерӳçисен шутне Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкул та кĕнĕ, çӳп-çапа уйрăммăн пуçтармалли контейнера тата диплома тивĕçнĕ. 

www.hypar.ru Minpriroda.cap.ru