Комментари хушас

7 Çурла, 2020

Чăваш чĕлхине сыхласа хăварассипе çыхăннă çумпрограмăна сÿтсе яврĕç

Чĕлхесĕр халăх пулмасть. Тĕнче историйĕнче вун-вун, çĕр-çĕр чĕлхе пĕтнĕ, вĕсемпе калаçаканĕсене ют халăха куçарнă. Пирĕнпе те, чăвашсемпе, çапла килсе тухма пултармĕ-и? Пĕтĕмпех хамăртан килет. Çакна влаç органĕсем те ăнланаççĕ. Чĕлхепе çыхăннă саккун самай пулнă пирĕн. Çĕнĕ ĕмĕрте йышăннă «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» /2003/, «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ çинчен» /2013/ саккунсем те тăван чĕлхе шăпи пирки канăçсăрланнине çирĕплетеççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе «Чăваш Республикин культурăпа туризмне аталантарасси» программăна «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси» çумпрограммăпа пуянлатас тенĕ. Унăн проектне хатĕрленĕ. Шăпах çавна сÿтсе яврĕç те паян Наци библиотекинче.

Çумпрограммăн тĕллевĕ — чĕлхе политикине, тăван чĕлхене сыхласа хăварма, тĕпчеме тата аталантарма пулăшаканскере, пурнăçа кĕртме майсем туса парасси. Асăннă тĕллев пурнăçлантăр тесен вара çак ĕçсене тума тивĕ: йĕркелÿ инфратытăмне аталантарма; информаципе коммуникаци хутлăхĕнче тăван чĕлхепе туллин усă курма тивĕçлĕ условисем туса хума; ăслăлăх тата методика хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тата ыттине те.

Олег Николаев шухăшĕпе, çумпрограмма тăван чĕлхене сыхласа хăварас, тĕпчес тата аталантарас ĕçри кăтарту хатĕрĕ вырăнĕнче пулмалла. «Чăвăш чĕлхине темшĕн вĕрентÿпе кăна çыхăнтаратпăр. Вăл ытти тытăмра та анлăн илтĕнтĕр, янăратăр. Пирĕн сирĕнпе пĕрле çак енĕпе çине тăрса ĕçлемелле», — терĕ регион ертÿçи.

ЧР культура министрĕ Роза Лизакова çумпрограммăн проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мероприятисем пирки чарăнса тăчĕ. «Çавра сĕтеле» хутшăннисем — ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев, «Хыпар» ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Чăваш халăх писателĕсем Юхма Мишшипе, Анатолий Кипеч, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Светлана Каликова, ыттисем — хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: