Комментари хушас

7 Çурла, 2020

Бразили студенчĕсемпе преподавателĕсем вырăсла вĕренеççĕ

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕтĕм тĕнчери вырăс чĕлхипе культурин çуллахи шкулĕ онлайн форматпа ĕçлеме пуçланă.

Çуллахи шкула кăçал Бразили çыннисем хутшăнас тенĕ: Рорайма штатĕнчи Патшалăх университечĕн преподавателĕсем Фернандо Сезар Коста Хавьер (наукăсен докторĕ, право факультечĕ), Эрик Кавальканти Линхарес Лима (наукăсен докторĕ, право факультечĕ), Андре Аугусто да Фонсека (наукăсен докторĕ, истори факультечĕ) тата Рорайма штатĕнчи Федераци университечĕн виçĕ студенчĕ Жозе Лорран Лучано Дуарте Энрикес (халăхсен хушшинчи çыхăнусен факультечĕ), Мария Беатрис Соуза Мартинес (халăхсен хушшинчи çыхăнусен факультечĕ), Мария Ракель Соуза Мартинес (инженери факультечĕ), Гильерме Рибейро Балдан (профессор, право факультечĕ).

Вĕренӳ программине халăхсен хушшинчи ĕç-хĕл управленийĕ тата вырăс чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентекен кафедра хатĕрленĕ. Ку — вĕренĕвĕн пуçламăш тапхăрĕ: вырăс алфавичĕ тата çыру никĕсĕ, вырăс грамматикин тĕп йĕркипе паллашасси, вырăс чĕлхинчи час-часах усă куракан сăмах çаврăнăшĕсене вĕренесси. Занятисем ыран, çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Вĕсене маларах асăннă кафедрăн доценчĕсем — Е.Е. Калинина и Е.С. Алексеева - ертсе пыраççĕ.

Сăмах май, 2019 çулта Рорайма шатĕнчи Патшалăх университечĕн çыннисем И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пулнă, ун чухне икĕ университет пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесси çинчен алă пуснă.

www.hypar.ru Chuvsu.ru

Рубрика: