Комментари хушас

5 Çурла, 2020

«Сарă тинĕсри хир карапĕсем»

Кăçал республикăри аграрисен 291 пин гектар çинчен тухăç пуçтарса кĕртмелле. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 26,8 пин гектар ытларах.

Августăн 3-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 25 пин гектар е палăртнин 8,6 процентне çулнă, çав шутра 23,7 пин гектарне вырса çапнă. Пурĕ 86,2 пин тонна тĕшĕленĕ /2019 çулта – 19,6 пин тонна/. Гектарти вăтам тухăç 36,3 центнер /пĕлтĕр — 28,5/. Аграрисем талăкра 2,7 пин гектар çулаççĕ.
Елчĕк районĕнче пĕрчĕллĕ культурăсен 30 проценчĕ ытла пушаннă ĕнтĕ. Хирте «KSU-1», «ЕС-1» жаткăсемпе 64 комбайн хуçаланать. Районĕпе гектарти тухăç 36 центнер. «Прогресс» хуçалăх акă 1 пин гектар ытла вырса çапнă. «Яманчурино», «Комбайн», «Победа», «Рассвет» хуçалăхсенче те ĕçе-хĕле лайăх йĕркеленĕ. Тухăç енĕпе вара «Сатурн» ЯХПК малта, 45,4 центнер /гектар пуçне/. «Комбайн», «Рассвет» хуçалăхсен кăтартăвĕ те 40 центнертан иртнĕ.
Йĕпреç районĕнче пуринчен малтан хĕрÿ тапхăра пуçăнакансем «Пионер» тата «Дружба» агрофирмăсем. Малтанлăха палăртнă тăрăх, гектарти вăтам тухăç 40 центнер. Хуçалăхсенче хиртен кĕнĕ тырра тасатса типĕтеççĕ, управа хума хатĕрлеççĕ. Районта кĕрхи культурăсене акма çĕр те сухалаççĕ.
Çĕрпÿ тăрăхĕнче ĕçченсем чăннипех рекорд тăваççĕ, кĕрхи культурăсен гектарти тухăçĕ вăтамран 60 центнер ытла тухнă! Районта хирте шăплăха хускатаканĕ — «ВДС» обществăн 8 техники. Хуçалăхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4051 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле, çав шутра кĕрхисене — 2705 гектар. Вырма кал-кал пырать. Малтанлăха палăртнă тăрăх, гектар тухăçĕ 60,2 центнер ытла. «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиал комбайнĕсем вара «бирюза» кĕрхи тулла вырма тытăннă. Унăн кăтартăвĕ те пĕчĕк мар, гектар пуçне 60 центнер ытла. Предприятин пĕрчĕллĕ культурăсене 4772 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Хире 9 комбайн кăларнă. Унсăр пуçне тырă турттарма, ытти ĕçсене пурнăçлама 10 техника явăçтарнă.
Йĕпреç районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 8808 гектар йышăннă, çав шутра кĕрхисем 2823 гектар. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 8,7 процент ытларах. Техника культурисене те 947 гектар акса хăварнă. Кăçал ĕçченсем вырмана унчченхи çулсемпе танлаштарсан икĕ эрне маларах тухнă. Хальхи вăхăтра 621 гектар пушаннă ĕнтĕ. Гектар пуçне 37 центнер ытла тухнă. Ку тăрăхри «Красный партизан» колхозра çак кунсенче кĕрхи тулă вырма тытăнчĕ. Яваплă тапхăр пуçланнă ятпа ĕçченсене Пучинкери культура çурчĕ çумĕнчи юрă-ташă ăстисем, колхоз председателĕ Николай Иванов ăшшăн саламларĕ.
— Вырма çулсерен пĕр уйăх тăсăлать. Кăçал та вăхăтрах пуçтарса кĕртĕпĕр. Ăна валли техника, ĕçлекенсем çителĕклех. Тăрăшнине кура вĕсене хавхалантаратпăр, тивĕçлипе тÿлеме тăрăшатпăр. Типĕ кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Унччен хĕвеллĕ çанталăк тăнăран тырă хиртен типĕ кĕретчĕ. Çумăр çунă хыççăн нÿрĕрех кĕме тытăнчĕ те типĕтмех тивет-тăр. Тухăç та иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан пысăкрах пулни савăнтарать, — пĕлтерчĕ Николай Иванов ертÿçĕ.
Хальхи вăхăтра республикăри мĕн пур хуçалăхра вырма пырать. Хĕрÿ тапхăра 408 комбайн явăçтарнă. Чылай хуçалăхра тырă типĕтекен оборудовани пур. Вĕсем сехетре 1968 тонна чĕр тавар типĕтме пултараççĕ. Унсăр пуçне «Чăвашçăкăрпродукчĕ» общество тата «Чăваш Енри Апат- çимĕç фончĕ» унитари предприятийĕ те хуçалăхсенчен тырă йышăнма, тасатса типĕтме, упрама хатĕр. Çапла вара республикăра туса илнĕ тырра упрамашкăн условисем çителĕклех. Малтанлăха палăртнă тăрăх, кăçал тухăç пĕчĕк мар. Вăхăтра пуçтарса кĕртсен сутлăх та самай пулмалла.
Çĕр улми 3 районта кăлараççĕ. Хальлĕхе 11 гектар пушаннă. Гектарти вăтам тухăç 212 центнер. 17 гектар çинчен пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕ, гектарти тухăç — 580 центнер. Кăтарту иртнĕ çулхинчен 15,7 процент ытларах. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.