Комментари хушас

31 Утă, 2020

«Хам чун панă тĕпренчĕке пăрахмастăп…»

Пирĕн хушăра, шел те, чирлĕ ачине пăрахакан хĕрарăм сахал мар. Ксенийăна та ывăлне больницăрах хăварма сĕнекен чылай пулнă...

— Тăван чуна мĕнле пăрахма пулать-ха? Эпĕ ăна çут тĕнче кăтартнă-çке! Манăн ăна ÿстермелле! Вăл утса çÿрекен пулатех! «Унран çын тăваймастăн», — текенсене пĕрре мар çапла каланă эпĕ, — калаçăва пуçларĕ Ксения.
Çирĕм çулти сывлăхлă хĕрарăмăн ачи чирлĕ çуралассине систерекен нимĕнле паллă та пулман. Даня çут тĕнчене вăхăтра килнĕ, 3,5 килограмм тайнă. Тин çуралнă пепкен сывлăхне хакламалли виçесем те нимĕнле çитменлĕх те кăтартман. Анчах кăшт вăхăтран амак пуçланнă. Ача куç умĕнчех йăшнă: хăй тĕллĕн апат çиме пăрахнă, кĕлетки- çурăмĕ вăйсăрланнă... Сывлăхĕ япăхнин сăлтавне пĕлес тесе ывăлне таçта та тĕрĕслеттернĕ, анчах никам та татăклă хурав парайман. Даньăна çут тĕнчене килме пулăшнă тухтăр та тĕлĕннĕ. Мĕнле капла? Арçын ача сывă çуралнине вăл хăй куçĕпе курнă-çке...
— Генетика чирĕ пулĕ терĕç. Анализ патăмăр. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Унтан герпес вирусĕ ачан пуç мимине сиенлеме пултарнине палăртрĕç. Чăнах та, йывăрлансан тута çине шатра тухнăччĕ. Анчах герпес инфекцийĕ амăшĕ пулма хатĕрленекен пиллĕкмĕш- вуннăмĕш хĕрарăма ерет. Апла тăк вĕсен те çакнашкал инкек пулмалла мар-и? «Сирĕн йăха пăснă», — текен тухтăрсем те тупăнчĕç. Чылай вăхăтран тин МРТ тунă хыççăн пĕр невролог тĕрĕссине палăртма пултарчĕ: «Ачан инсульт пулнă. Мĕнле асăрхаман-ха çакна? Çуралнă хыççăнах икĕ прививка пĕр харăс тунăран. Пĕчĕк чĕри чăтайман, ĕçлеме чарăннă. Çакна сиссе пулăшу панă çĕре ачан пуç мими аманса юлнă». Ăс-тăнĕ пур унăн, мĕн каланине Даня лайăх ăнланать. Телее, «выртаканскер кăна пулать» тени тÿрре тухмарĕ. Кăмăлĕ пур чухне вăл утасшăн та, чупасшăн та...
Малтанхи çулсенче пĕчĕкскерпе уйрăмах йывăр килнĕ. Ашшĕ ача çулталăкра чухне пăрахса кайнă. Халĕ унăн урăх çемье, ачисем сывă çитĕнеççĕ. Даньăн аслашшĕпе асламăшĕ те Шупашкартах пурăнаççĕ, анчах чирлĕ мăнукне пулăшмаççĕ. Ксенийăн пĕтĕм шанăçĕ — ашшĕ-амăшĕнче тата çывăх çыннисемпе юлташĕсенче.
— Камран та пулсан пулăшу ыйтасси пирки шухăшламан та. Тĕрĕссипе, эпĕ ялта ÿссе çитĕннĕскер, вăтаннă. Ыйткаласа çÿренине пĕлсен çынсем тем калаçасран пăшăрханнă. Хваттере сутма сĕнекенсем те тупăнĕç. Машину пур. Укçа кирлĕ тĕк ăна сут. Капла та калĕç. Çапла, манăн автомашина пур. Анчах вунă çулти ачапа унсăр питĕ кансĕр. Алă çинче йăтса çÿрейместĕп ăна. 30 çулта çеç пулин те пилĕксĕр юлтăм. Яла атте-анне патне те çÿретĕп. Вĕсен пулăшăвĕсĕр мĕнле пурăнăттăмччĕ-ши? Пĕлместĕп те. Чи малтанах ют çынсем пулăшу пама пултарасси те мана питĕ иккĕлентернĕ. Тепĕр чухне тăван тăвана пулăшмасть те ют çынна кирлĕ-и санăн терт-нушу? — чылайччен çапла шухăшласа пурăннă Ксения.
Анчах ют çынсем те пулăшма пултараççĕ иккен. Çакна Ксения хăй курса ĕненнĕ çеç мар, тĕлĕннĕ те. Виçĕ çул каялла вăл пĕлĕшĕсенчен Шупашкарта «Сострадание» ыр кăмăллăх фончĕ пурри çинчен пĕлнĕ. Вĕсенчен пулăшу ыйтма хистенĕ сăлтав — ывăлĕ валли кÿме туянма укçа çитменни. Даня пек ачасене патшалăх тÿлевсĕрех кÿме парать-ха, анчах вăл питех те мелсĕр тата хăвăрт ваннă. Даньăн утса та çÿрес килет. Амăшĕ кредитпа ходунки те туяннă. Анчах унпа нумай усă курайман. Тимĕртен пулин те икĕ çултан рама хуçăлнипе юрăхсăра тухнă. Тен, хаклă йышшисене туяннă пулсан ĕмĕрĕ вăрăмрах пулатчĕ. Анчах ывăлне пĕччен ÿстерекен хĕрарăма пенси укçипе кăна чаплисене туянма хĕн.
Чылайччен иккĕленнĕ хыççăн çапах та Ксения ачипе пĕрле «Сострадание» фонда çул тытнă.
— Пире питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Фонд ертÿçи Олег Яшков лăпкăн калаçрĕ, тимлĕ итлерĕ, мана тÿрех ăнланчĕ, пулăшма шантарчĕ. Чи малтан пире 76 пин тенкĕпе кресло туянса пачĕç, çулталăкран — ходунки. Вăл 110 пин тенкĕ тăрать. Çак хатĕр чăннипех те пысăк çăлăнăç. Даня мансăр нимĕн те тăваймасть. Кунĕпе алăран çавăтса çÿреме те çăмăл мар. Ходункипе вара хăех утма пултарать. Ăна меллĕ пултăр тесех акă кухня стенине пăсса пÿлĕме пысăклатрăмăр. Çакăн хыççăн социаллă адаптаци самай хăвăртланчĕ. «Даня, пире кам пулăшать-ха? Олег пичче-и?» — пире тимлĕ сăнакан ывăлĕпе калаçма пуçларĕ Ксения. Арçын ачан пит- куçĕ хаваслă кулăпа çуталчĕ. Хăй килĕшнине çапла майпа пĕлтерет иккен вăл.
Ходункипе вĕсем урама та тухаççĕ, ăна яла та илсе каяççĕ. Çак хатĕр пулăшнипе Даня кÿршĕ ачисемпе футболла та вылять. Пĕри тĕксе çÿрет, тепри мечĕк ывăтса парать. Ялти юлташĕсем ăна питĕ юратаççĕ, хăйсенчен хăвармаççĕ. Шăпăрлансене курсан Даня хăй те хăпартланса, хавасланса каять.
Хальхи вăхăтра фонд Даня валли кÿме туянма укçа пуçтарать. 170 пин тенкĕ кирлĕ. Малтанласа ĕç хăвăрт кайнă, икĕ эрнерех 50 пин тенкĕ пухма пултарнă. Анчах коронавирус инфекцийĕ сарăлни ĕç-хĕле ура хунă.
— Ырă çынсем пулăшасса шансах тăратпăр. Паллах, пирĕнтен йывăртараххисем те пур. Пĕлетĕп, ывăлăма вилĕм хăратмасть, анчах унăн сывлăхне хальхи шайрах хăварас килет-çке, мелсĕр хатĕрсемпе усă курсан япăхасси те часах. Акă унчченхи мелсĕр кÿме çинче ларса çÿренĕрен çур çултах ачан сколиоз аталанчĕ. Кÿмесĕр урамра çÿреме те кансĕр. Лăнкăр-ланкăр çулсем çинче сиктернĕрен ача кĕлетки-çурăмне хытарса лартать, канăçсăрланать. Уçă сывлăшра канса çÿрени мар, нерва хускатни кăна пулать вара, — ырра шанса калаçрĕ çамрăк хĕрарăм.
Даня урамра уçăлса çÿреме кăмăллать. Амăшĕпе таçта та çитеççĕ вĕсем. Çуллахи вăхăтра шыва кĕме каяççĕ. Шупашкарта вĕсем пулман вырăн та юлман ахăртнех. Чиркÿсене, сăваплă вырăнсене юратаççĕ. Малтанхи çулсенче ку енĕпе питех те йывăр пулнă. Урама тухмассерен куççуль юхтарса кĕни пирки каласа кăтартрĕ Ксения.
— Çынсем кунашкал ачасене курма хăнăхман. Пÿрнепе тĕллесе кăтартакансем те, куç илмесĕр пăхакансем те пулнă. У, виле пырать! У, мĕнлескер! Çакăн евĕрлĕ сăмахсене илтсен чĕре çурăлса каять. Хăш-пĕр амăшĕ тата ачисене «итлемесен эсĕ те çавăн пек пулатăн» тесе хăратнине те пĕрре мар илтнĕ. Даня 2010 çулта çуралнă. Астăватăр пулĕ: ун чухне мĕнлерех шăрăх çанталăк тăчĕ. Пуçри юн пусăмĕ пысăкран манăн ача вĕçĕмсĕр макăратчĕ. Кÿршĕсем алăкран килсе шаккатчĕç. Урамра çынсем тĕлĕнетчĕç: ачи макăрать, амăшĕ нимĕн те тумасть. Мĕншĕн çаплине епле пурне те ăнлантарса пĕтерĕн? Малтанхи виçĕ çулта чăтма çук йывăрччĕ. Пĕрремĕш ача, вăл та пулин чирлĕ. Упăшка пăрахнă, — иртние аса илнĕрен Ксенийăн куçĕ те шывланчĕ. — Майĕпен хăнăхрăм-ши е халăх улшăнчĕ-ши — халĕ чĕрене аплах пырса тивмест. Тепĕр чухне урамра ачасем пирĕн еннелле кăтартнине асăрхасан чарăнса тăратăп: «Хамăн ывăл çинчен каласа кăтартас-и? Вăл питĕ хăйне евĕрлĕ ача, унăн ури утмасть. Унран хăрамалла мар». Малалла вулас...
www.hypar.ru
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.