Комментари хушас

28 Утă, 2020

Çамрăксем чиновник пуласшăн

Чăваш Енри çамрăксене социаллă пурнăçпа экономика, обществăпа политика тытăмĕсенче ертÿçĕ должноçĕсенче ĕçлеме илĕртес тĕллевпе «Управлени команди» тата «Çамрăк лидерсен команди» конкурссем пуçласа йĕркеленĕ. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе ирттереççĕ.

«Çамрăк лидерсен команди» конкурса аслă шкулсенче ăс пухакансем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен ăмăртăвăн темиçе тапхăрĕ витĕр тухма тивнĕ. Çурма финала 93 çамрăк лекнĕ. Паян вĕсемпе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тĕл пулчĕ: «Ку конкурс — пултарулăха аталантармалли хăйне евĕр лапам. Ăна малашне те ирттерес шухăшлă».

Çамрăксем валли тĕрлĕ ăсталăх класĕ йĕркеленĕ. Вĕсене çамрăксен политикин енĕпе ĕçлекенсем, бизнес-тренерсем ирттернĕ. Конкурса хутшăнакансем паян проекчĕсене хÿтĕлеççĕ. Часах — финал. Çĕнтерÿçĕсен — 5 çыннăн — патшалăх тытăмне ĕçе вырнаçма май килĕ. Вĕсене ЧР управлени кадрĕсен резервне кĕртĕç.

 

ШУХĂШ

Олег НИКОЛАЕВ, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:

— Конкурса пуçарнă чухне Чăваш Республикинче кадрсене çĕнетес тĕллев лартнăччĕ. Ăна тĕрлĕ предприятипе пĕрле ирттерме шухăш çуралчĕ. Харăсах икĕ конкурс, çамрăксем валли те, аслисем валли те, пуçартăмăр. Конкурс çивĕч иртрĕ. Паян вĕсем командăсене пайланса пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Чи маттурисене аталанма пулăшăпăр.

 

Дарья МАКСИМОВА, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пай пуçлахĕ, конкурс модераторĕ:

— Йĕркелÿçĕсем 1579 заявка йышăнчĕç. «Çамрăк лидерсен команди» конкурса халĕ аслă шкула вĕренекен е аслă пĕлÿ илнисем çеç хутшăнма май пур. Вĕсем 6 тапхăр витĕр тухмалла. Çурлан 1-мĕшĕччен финала лекме тивĕç 5 çынна палăртса чысласшăн.

 

Алена ШАФЕЕВА, конкурса хутшăнакан:

— Кăçал экономика факультетĕнче «бизнес-информатика» специальноçпе диплом алла илтĕм, ĕçлетĕп. Конкурса республикăшăн усăллă ĕç тăвас тĕллевпе хутшăнатăп, кадрсен резервне кĕрес килет. Манăн экологи енĕпе тăрăшма кăмăл пур, управлени ĕçĕнче хут-хăмăрпа усă курассине сахаллатасшăн.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: