Комментари хушас

18 Раштав, 2013

«Элĕк» ырă сунса кĕтет!

Элĕк райповĕ Чăваш потребкооперацийĕн 120 çулхи юбилейĕн çулталăкĕнче халăха паха парнепе савăнтарчĕ: райцентрта çĕнĕ суту-илÿпе пулăшу центрĕ хута ячĕ. Çак ятпа эрне кун ирттернĕ савăнăçлă уява, çанталăк сивĕ, çиллĕ тăчĕ пулин те, халăх питĕ нумай пухăнчĕ. Мероприятие Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасемпе район ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Икĕ хутлă, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене шута илсе çĕкленĕ кермен аякранах курăнать, илемĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртет. «Элĕк» центр автостанци, культура çурчĕ, чиркÿ, пасар çывăхĕнчех вырнаçнă. Çавна май Элĕкре пурăнакансене кăна мар, ялсенчен тĕрлĕ ĕçпе килнĕ çынсене те кĕрсе тухма меллĕ.

Çуртра суту-илÿ уйрăмĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кунта калăпăшлă сĕтел-пуканран пуçласа чÿрече каррисем, галантерея, тетте, парне, чечек таранах туянма пулать. Пĕрремĕш хутра - аптека пункчĕ. Хальлĕхе унта ача-пăчана ÿстернĕ чухне усă курмалли тата гигиена хатĕрĕсем сутаççĕ. Лицензи илнĕ хыççăн сиплевре кирлĕ препаратсем те туянма май пулĕ.

Иккĕмĕш хутра çутă та анлă пÿлĕме «Вкусно-Пицца» кафе валли уйăрнă. Ăна яппун халăхĕн апатлану культурине шута илсе хăтлăх кĕртнĕ. Кафере тутлă пицца кăна мар, яппун наци апат-çимĕçне тутанса пăхма та, уявсем ирттерме те пулать. Сăмах май, Элĕк райповĕ юлашки çулсенче халăха канма, пурнăçри тĕрлĕ пулăма палăртма условисем туса парас, кафе-столовăйсене çĕнĕ сăн кĕртес тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлет. Райпо канашĕн председателĕ, Элĕк район депутачĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Харитонов уявра çĕнĕ лавккасемпе общепит предприятийĕсем уçас ыйтусемпе малашне те тăрăшасса палăртрĕ.

- Паян пирĕн пысăк уяв - çулталăк çурă каялла тума пуçланă центр хăнасене йышăнма хатĕр. Хастар ĕçленĕшĕн строительсене тав тăватăп. Илемлĕ керменре ăшă, çутă, тавар ассортименчĕ пуян. Районшăн паха пулăмсен шутне кунта эпир 25 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме пултарнине те кĕртес килет. Халăхшăн ку ыйту уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Юрий Александрович. - Унсăр пуçне центр çуртĕнче арендаторсене те хăтлă лаптăксем уйăрса паратпăр. Хальлĕхе 12 арендаторпа килĕшÿ турăмăр ĕнтĕ. Центр тулли хăватпа ĕçлеме тытăнни район бюджечĕшĕн те усăллă пулĕ - налуксем ытларах куçарса парăпăр. Хисеплĕ ентешсем! Сире уявпа саламлатăп, çирĕп сывлăх, хавхалану, ăнăçу сунатăп, çĕнĕ центр ĕçĕ кăмăла каясса шанатăп.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Раççей Центросоюзĕн Канашĕн членĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов пухăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламласа ăнăçу сунчĕ.

- Элĕк райповĕ республикăра кăна мар, Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн тытăмĕнче те чи лайăх потребительсен обществисенчен пĕри, - палăртрĕ Валерий Михайлович. - Унта ĕçлекен пултаруллă çынсем тăрăшнипе вăл çултан çул аталанса пырать, ялсен социаллă пурнăçне лайăхлатма витĕмлĕ тÿпе хывать. Çĕнĕ комплексра та тавар туянакан яланах нумай пултăр, халăх унăн ĕçне ырăпа хаклама пултартăр.

Элĕк район пуçлăхĕ В.Х.Дубинин, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.М.Никитина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.П.Мидуков, пайçăсен ячĕпе Н.М.Сергеев салам сăмахĕ каларĕç. Вĕсем райпо канашĕн ертÿçи Ю.А.Харитонов пуçарнипе районта пархатарлă чылай пулăма пурнăçа кĕртнине асăнчĕç, ăна, райпо коллективне, Чăвашпотребсоюз ертÿçисене ÿсĕмсем сунчĕç. Çĕнĕ çурта тунă подряд организацийĕн - «Мастер» тулли мар яваплă обществăн - генеральнăй директорĕ Р.А.Ахметов Ю.А.Харитонова центрăн символ уççине пачĕ.

Алăк умĕнчи хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте кермене кĕчĕç, курса çÿрерĕç, тавар туянчĕç. Иккĕмĕш хутра райпон общепичĕ, çăкăр завочĕ, пахча çимĕç комбиначĕ, Етĕрнери аш-какай комбиначĕ, «Акконд» фирма, ытти партнерсем хăйсен продукцийĕн курав-дегустацине йĕркеленĕ. Уяв программи анлă пулчĕ: чăваш эстрада юрăçисен концерчĕ, лотерея вылявĕ, акцисем, конкурссем пухăннисене уйрăмах кăмăла кайрĕç.

 

Алина ЛУКИЯНОВА.

Юрий КОРНИЛОВПА

автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.