Комментари хушас

23 Утă, 2020

Маттурисене хавхалантарĕç

Чăваш Енре ăнăçлă ĕçлесе пыракан муниципалитетсене хавхалантарасси ырă йăла пулса тăчĕ ĕнтĕ. Районсемпе хуласем те хаваспах конкурса хутшăнса хăйсен паха опычĕсемпе паллаштараççĕ.

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче ЧР юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçи Дмитрий Сержантов кăçал Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсăн регион тапхăрĕнче мала тухакансене хавхалантарма 3120,0 пин тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ. Çĕнтерӳçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртаççĕ. «Çак укçана вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсене хула округĕсен, ял тăрăхĕсен социаллă-экономика аталанăвне вăйлатма, ĕç-хĕл тухăçлăхне ӳстерме параççĕ», — терĕ Дмитрий Сержантов.

Çавна май укçа-тенкĕпе усă курмалли тĕллевсене те уçăмлăн палăртнă. Çак шутра: муниципалитет йĕркеленĕвне хăтлăлатасси, парăмсене пĕчĕклетме усă курасси, нацисен хутшăнăвĕсене çирĕплетесси, халăхсен туслăхне вăйлатасси.

www.hypar.ru