Комментари хушас

23 Утă, 2020

Эрех-сăра сутма чарĕç

Ку ыйтăва Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере, республикăри ытти хулара пурăнакансем вĕçĕмсĕр çĕклеççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçнă лавккасенче эрех-сăра сутни граждансене питĕ канăçсăрланатарть. Ӳсĕр çынсем шавланăран кăнтăрла çеç мар, çĕрле те канлĕх çук. Çынсем вырăнти, республикăри влаç органĕсенчен çак инкекрен хăтарма пĕрре мар ыйтнă. Вăл Правительство ларăвне çитни тинех унăн вĕçне пăнчă лартассине çирĕплетет ахăртнех.

Обществăри йĕркелĕхе сыхлас, граждансен саккунлă прависене хӳтĕлес, çынсене канлĕхпе тата шăплăхпа тивĕçтерес тĕллевпе хатĕрленĕ саккун проекчĕпе ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова паллаштарчĕ. Саккун вăя кĕрсен нумай хваттерлĕ çуртсенче е çывăхри территорисенче вырнаçнă общество апатланăвĕн объекчĕсенче, вĕсен лаптăкĕ 50 тăваткал метртан ытларах пулсан çеç, эрех-сăра сутма ирĕк парĕç.

Хальхи вăхăтра, Инна Антонова палăртнă тăрăх, республикăра нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçнă 81 суту-илӳ вырăнне шута илнĕ. Çĕнĕ йĕрке çирĕпленсен вĕсенчен 23-шĕн эрех-сăра сутма чарăнма тивет. Çавна май Олег Николаев ку утăма тунă чухне питех те асăрхануллă пулмаллине, «предпринимательсен прависене хĕсĕрлемесĕр тата граждансен интересĕсене хӳтĕлесе» татăклă йышăнусем çирĕплетмеллине палăртрĕ.

Чăваш Республикинче спирт, алкоголь продукцийĕн производствине тата суту-илĕвне патшалăх енчен йĕркелесе тăрасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртни çавăн пекех общество апатланăвĕн тытăмĕнче ĕçлекен организацисемпе предпринимательсене нумай хваттерлĕ çуртсенчи лавккисенче лицензисĕр эрех-сăра сутассине те чарма май парĕ. Çавнашкал объектсенче талăкĕпех алкоголь продукцийĕ туянакансем пулнăран шăв-шав тамалмасть.

Çавăн пекех чылай лавккара 23 сехет хыççăн сĕтелсемпе микрохумлă кăмакасем лартса каçхи апатлану пункчĕ уçасси йăлана кĕнĕ. Çапла майпа вĕсем ятарлă ирĕк илмесĕрех эрех-сăрапа та сутă тăваççĕ. Улшăнусем, Инна Антонова çирĕплетнĕ тăрăх, çак сферăна та пырса тивĕç, йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: