Комментари хушас

23 Утă, 2020

«Мечĕк пирĕн еннелле вĕçрĕ…»

Ăна тытас тесе Андрей сикнĕ те ÿкнĕ, урăх тăрайман

Урока лармашкăн 1-мĕш шăнкăрав янăранă. 11-мĕш классен физкультура иртмелле. Учитель спортзала кĕмен-ха, вăл хăйĕн пÿлĕмĕнче класс журналне çырнă. Хĕрсемпе каччăсем волейболла вылянă. Сасартăк Андрей ÿкнĕ те… тăрайман, çавăнтах вилнĕ.

Физкультура урокĕ

Ку инкек 17 çул каялла Куславкка районĕнчи Тĕмшер шкулĕнче пулса иртнĕ. Сергеевсен килĕнче Андрейăн портречĕ, хура хăюпа çыхнăскер, курăнмалла çĕрте ларать.Ăна шкултан вĕренсе тухакансен альбомĕ валли ÿкерĕннĕ. Килтисем унпа Андрей чĕрĕ чухнехи пекех калаçаççĕ. Ун чухне çуркунне пулнă: ака уйăхĕн 10-мĕшĕ, кĕçех экзаменсем пуçланмалла. Шкултан тухса каяс вăхăт çывхарса пынă. Нарăс уйăхĕнче çамрăксем çар комиссариачĕн планĕпе килĕшÿллĕн медтĕрĕслев витĕр тухнă. «Хăть десанта яр», — тенĕ тухтăрсем Андрей Сергеевăн сывлăхĕ пирки. Юлашки вăхăтра вăл питĕ вăйлă ÿснĕ. Андрей лайăх та тĕслĕхлĕ çемьере çитĕннĕ, унăн 4 çул кĕçĕнрех йăмăкĕ Даша пур. Амăшĕ Галина Степановна вăл вĕреннĕ шкулта — учитель, обществознани, истори предмечĕсене вĕрентет, ашшĕ Александр Александрович — ăста платник, асламăшĕ Зоя Алексеевна — ялти хисеплĕ ватă, тыл ветеранĕ. Каччă шкултан вĕренсе тухсан юриспруденци енĕпе аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕ.
Синкерлĕ кун пирки Андрейпа пĕр класра вĕреннĕ кÿршĕ хĕрĕ Виктория Львова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Краснова/ çапла каласа кăтартрĕ: «Эпир волейбола килĕштернĕ. Каçхине те шкула секцие çÿреттĕмĕр. Юлашки урокчĕ пулас… Икĕ ушкăна пайланса выляма пуçларăмăр. Эпир Андрейпа пĕр командăраччĕ. Вылярăмăр, пĕтĕмпех яланхи пекчĕ. Андрей çÿллĕччĕ те çетка патĕнче тăратчĕ. Мечĕк пирĕн еннелле вĕçсе килчĕ. Кашни хăйĕн вырăнĕнче тăчĕ. Андрей мечĕк патнелле сикрĕ… Ăна вăл тытрĕ-и, çук-и — астумастăп. Хыçалалла ÿкрĕ. Эпир никам та нимĕн те ăнланмарăмăр. Мечĕк тытма хăтланса ÿкрĕ пуль терĕмĕр малтанах. Анчах вăл тăмарĕ. Пурте ун патне чупса пытăмăр. Пулса иртни шока кĕртсе ÿкерчĕ. Учителе чĕнме кайрăмăр. Тахăшĕ васкавлă медпулăшу чĕнчĕ. Эпир Людăпа коридора пулăшу ыйтма тухса чупрăмăр. Халĕ йăлтах астумастăп ĕнтĕ. Йывăр самантсенчен пуç мими хăех хăтăлма тăрăшать пулĕ. Андрейăн амăшĕ картлашкапа анчĕ… Шăнкăрав янăрарĕ…
«Мĕн пулчĕ?!» — ыйтрĕ Галина Степановна пирĕнтен. Ăна те эпир, те тепĕр учитель каларĕ. Вăл спортзала чупрĕ, кăшкăрчĕ, эпир пурте макăртăмăр. Фельдшер, унтан васкавлă медпулăшу машини çитрĕç. Эпир спортзала тек кĕмерĕмĕр. Манăн унта мĕн пулса иртнине курас килмерĕ. Вилĕм сăлтавне эпĕ лайăх пĕлместĕп, ыйтса-тĕпчесе çÿремен. Пире пурне те пÿлĕме кĕртсе лартрĕç. Пурте йĕтĕмĕр, пурин те шок. Нумай лартăмăр. Кайран киле ячĕç. Ун хыççăн полици нумай хутчен килчĕ, допроса чĕнчĕç. Никам та айăплă мар кунта. «Тен, кам тапулин тĕкнĕ?» — тесе ыйтрĕç. Çук, пĕтĕмпех — ăнсăртлăх. Нимĕн те тума çук. Юлташа, тантăша çухатрăмăр. Çав тери шел». Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.