Комментари хушас

23 Утă, 2020

Вырăс чĕлхипе ППЭ пĕтĕмлетнĕ

Чăваш Енре вырăс чĕлхипе 4981 çын патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытнă. Вĕсенчен 1593-шĕ /32%/ 80 тата ытларах балл пухнă, 6-шĕ /0,12%/ чи пĕчĕк кăтартуран та иртеймен.

Экзаменра 30 çын тĕрĕс хуравсемшĕн 100 балл илнĕ: Шупашкарти 3-мĕш лицей /4 çын/; Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей, Шупашкарти 1-мĕш тата 4-мĕш гимназисем /3-шер çын/; Шупашкарти 2-мĕш лицей /2 çын/; Пăрачкав, Тăвай, Вăрнарти 2-мĕш, Комсомольски районĕнчи Нĕркеç, Шупашкар районĕнчи Кӳкеç, Çĕмĕрлери 2-мĕш, Шупашкарти 41-мĕш тата 61-мĕш, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл, Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш шкулсем, Улатăрти 6-мĕш, Çĕмĕрлери 8-мĕш, Шупашкарти 5-мĕш тата 46-мĕш гимназисем, Шупашкарти 44-мĕш лицей /пĕрер çын/.

www.hypar.ru Obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: