Комментари хушас

21 Утă, 2020

«Апата сулахай алăпа перĕнме юрамасть»

Шупашкарта ют çĕршывсенчен килнĕ çамрăксене час-часах куратпăр. Вĕсем пирĕн халăх, пурнăç çинчен начар мар пĕлеççĕ, эпир вара вĕсем пирки — питĕ сахал.
Акă Мароккăри Надор хулинче çуралса ÿснĕ Реда Бузагупа Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренет, 4-мĕш курс пĕтернĕ. Тĕлĕнмелле те, Реда каланă тăрăх, Мароккăпа Чăваш Енĕн пĕрпеклĕхсем те пур. Тĕслĕхрен, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене сыхласа хăварас тĕллев. Пысăк уйрăмлăхсенчен йышĕнче — халăхсен расна кăмăл-туйăмĕ, тĕнче курăмĕ, çынсен хутшăнăвĕ, калаçăвĕ. Редăн шухăшĕпе, тĕнчере тĕрлĕ халăх пулсан та кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пулать. Чăваш Енри юлташĕсен хушшинче вăл хăйне питĕ лайăх туять. Раççее вĕренме килесси пирки те вăл тахçантанпах ĕмĕтленнĕ, мĕншĕн тесен маларах пĕлÿ илнисем пирĕн çĕршыв пирки лайăххине кăна каласа кăтартнă.
Çын мĕнлине пĕлес тесен унăн тăван халăхĕн йăли-йĕркине, пурнăçне тишкермелли пирки калаççĕ. Марокко çыннисем мĕнлерех-ши? Çак çĕршыв Африка континенчĕн çурçĕр пайĕнче вырнаçнă. Унта та, Раççейри пекех, тĕрлĕ халăх хăйĕн культурине упраса пурăнма тăрăшать. Халăхăн пысăк пайĕ ислам тĕнне пăхăнать. Мароккăна кайсан çынсенчен унăн сывлăхĕ тата çемйи çинчен ыйтса пĕлни эсир ырăпа килнине палăртать. Енчен те вырăнти çын сĕннĕ чейе ĕçме кăмăл тумасан çакă ăна питĕ кÿрентерет. Апата яланах сылтăм алăпа çимелле, сулахаййипе перĕнме те юрамасть. Çăкăр — сумлă та питĕ хаклă, çавăнпа ытларах чухне ăна темиçе татăк мар, пĕрре çеç параççĕ.
Мароккăра кавир искусстви питĕ лайăх аталаннă. Мăн асламăшĕсенчен пыракан йăлана пăхăнса кавир çинче çынсем хăйсен юратăвне, савăнăçĕпе ыратăвне кăтартса параççĕ. Тирпе ĕçлекен те йышлă. Тиртен тĕрлĕ япала — пушмакран пуçласа пиçиххи таран — хатĕрлеççĕ. Марокко çĕршывĕнче уявсене ислам тĕнĕн календарĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Пĕтĕм мăсăльманăнни пекех Рамадан — чи пĕлтерĕшли. Турра ĕненекенсем кăнтăрла апат çимеççĕ, шыв ĕçмеççĕ, темиçе хутчен кĕлĕ вулаççĕ. Кафесемпе ресторансем хĕвел ансан çеç уçăлаççĕ.
Кашни çулах кунта — çулла е кĕркунне — халăхсен искусство фестивалĕ иртет, кашни халăх хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Унашкаллине эпир тăван Чăваш Енре те асăрхатпăр-ха: Акатуй-Сабантуйра, ятарлă фестивальсенче. Православи тĕнне пăхăнса пурăнакансем ав Пыл, Пан улми, Мăйăр сăпасĕсене паллă тăваççĕ. Унашкал йăла Мароккăра та пур иккен. Унта ăна муссем теççĕ, çавна май Кĕл чечек, Миндаль, Сĕт муссемĕсене паллă тăваççĕ. Мароккăра арабсемпе берберсем ытларах пурăнаççĕ. Вĕсем французла эпир вырăсла пĕлнĕ пекех шăкăлтаттарса калаçаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина МАТЮШКИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.