Комментари хушас

20 Утă, 2020

Шыв йăнăшсене каçармасть

Шăрăх кунсем тăнине пула шывра путса вилекенсен шучĕ ÿснĕ. Шăпах çак ыйтăва сÿтсе яврĕç ЧР Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче.

Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăри шыв объекчĕсенче 20 пăтăмрах пулнă, 19 çын путса вилнĕ, çав шутра 2 ача. Инкексен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах пулнине пăшăрханса палăртрĕ вăл: ÿсĕм — 25%. «Çынсем ытларах çак муниципалитетсенче путса вилнĕ: Муркаш районĕнче — 9 çын, Çĕнĕ Шупашкар хулинче — 4, Канаш районĕнче — 3, Вăрмар тăрăхĕнче — 2. Утă уйăхĕнче çеç 10-ăн путнă, ку — кăçалхи инкексен 53%», — терĕ Вениамин Петров.

Вăл инкексем тĕпрен илсен шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче пулни пирки каларĕ. Çитĕннĕ çынсем эрех ĕçсе шыва кĕнĕрен, ачасем аслисем сăнаса çитерейменрен шар курнине палăртрĕ. Вениамин Петров çамрăк та вăй питти, ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсем путнине пăшăрханса пĕлтерчĕ. «Шыв — хăватлă вăй, вăл йăнăшсене каçармасть», — терĕ ГКЧС ертÿçи пĕве-кÿлĕ хĕрринче сыхлăх пирки манма юраманни пирки аса илтерсе. Вăл шыва кĕме хатĕрленĕ вырăнсенче эрех-сăра сутассине чарма сĕнчĕ. Ял тăрăхĕсенче вырăнти влаç представителĕсенчен, ял старостисенчен, яваплă ытти çынран, волонтерсенчен тăракан ушкăнсен юхан шыв хĕррисенче кулленех профилактика рейчĕсем йĕркелесен аван пулассине палăртрĕ. Кашни пĕве-кÿлĕ хĕррине çăлавçă тăратаймăн вĕт. Паллах, шыва кĕме юраман вырăнсенче çакăн пирки асăрхаттарса çырнă паллăсем тата информаци стенчĕсем пулмалла.

«Кашни инкеке уйрăммăн тишкермелле. Халăх патне çак информацие çитермелле, асăрханулăх пирки аса илтерсех тăмалла. Профилактика тĕллевĕпе дежурствăсем, рейдсем йĕркелемелле», — пусăм тусах каларĕ Олег Николаев.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн хăрушсăрлăх пайĕн пуçлăхĕ, ЧР пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ Герман Майков палăртнă тăрăх, кăçал пирĕн республикăра муниципалитетсем 13 пляж тата шыва кĕмешкĕн ятарлă 86 вырăн тăвасси çинчен пĕлтернĕ. «ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак вырăнсене çу уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитермелле пулнă. Анчах çак кун тĕлне 8 пляж çеç хатĕр пулнă», — терĕ тĕп инспектор. Ака, çу уйăхĕсенче пĕр ял тăрăхĕ те водолазсене юхан шывсен тĕпне тĕрĕслемешкĕн чĕнменнине пĕлтерчĕ. Çĕртме уйăхĕнче те темиçен çеç чĕннĕ. Утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсем хыççăн çеç ял тăрăхĕсенчен çакнашкал заявка йышлăн килме пуçланине систерчĕ. Роспотребнадзор коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăрăва пула пляжсене уçма ирĕк памасть тесе ку ĕçсене кая хăварма юраманнине палăртрĕ. «Шыва кĕмешкĕн ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче канма чăнласах те хăрушсăртарах. Вĕсен тĕпне водолазсем тĕрĕсленĕ, тасатнă. Çав вырăнсене çывăхри ялсенчен те килеççĕ, çавăнпа çын нумай. Кам та пулин путма пуçласан ăна пулăшакан тупăнатех», — терĕ Герман Майков. Вăл районсемпе хуласем хăйсен официаллă сайчĕсене юхан шывсемпе кÿлĕсен хĕрринчи хăрушсăрлăх йĕркине аса илтерсе информаци лартманнине, ятарлă баннер вырнаçтарманнине, инкексем пулсан тин ку енĕпе ĕçлеме пуçланине пăшăрханса палăртрĕ.

Ларура муниципалитетсен представителĕсене те итлерĕç. Акă Муркаш районĕнче 9 çын путса вилнĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Матросов кăçал районти 7 пĕве-кÿлĕ тĕпне водолазсем тĕрĕсленине пĕлтерчĕ. Инкексем вĕсенче мар, урăх вырăнсенче пулни çинчен каларĕ. Олег Николаев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак кунсенче пĕрле пухса канашлу ирттерме сĕнчĕ. «Çак канашлăва шыва кĕмешкĕн ятарласа хатĕрленĕ вырăнта ирттерсен аван. Хăйне евĕрлĕ семинар-канашлу пултăр вăл. Ял тăрăхĕсем çавнашкал вырăнсене епле хатĕрлесен аваннине хăйсем курса ĕненччĕр», — ăнлантарчĕ Олег Николаев.

Вăрнар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев утă уйăхĕнче 12-ри арçын ача чутах инкеке лекменни çинчен каласа кăтартрĕ. Кÿлĕре вĕрсе тултарнă матрас çинче выртаканскер шыв айне анса кайма пуçланине канакансем асăрханă, ăна туртса кăларнă. Вĕсем пĕрремĕш пулăшу кÿме пуçланă вăхăта медицина ĕçченĕсем çитнĕ.

Комисси ларăвне хутшăннисем шыв хĕрринче канмашкăн ятарлă вырăнсем хатĕрлес ĕçе малалла тăсмаллине палăртрĕç: синоптиксем утă уйăхĕн вĕçĕнче шăрăх кунсем татах пуласса систернине шута илмелле, ку ыйтăва куçран вĕçермелле мар, профилактика ĕçне куллен ирттермелле.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Cap.ru сăнÿкерчĕкĕ.