Тинĕс пачах та чĕркуççи таран мар
Нумай мар, çапах промышленноçра та, ял хуçалăхĕнче те производство индексĕсем кăшт ÿснĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова пĕлтерчĕ.
Канашлура республикăн çур çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Промышленноç производствин индексĕ 100,1% танлашнă, ял хуçалăхĕн кăтартăвĕ — 101%. Электрооборудовани, хими продукцийĕ туса кăларакан предприятисем, ытти хăш-пĕр завод производствăна пысăклатма пултарнă. Вĕсен шутĕнче — «Хĕвел», «Бреслер», «Гален», ыттисем. Металлурги, пир-авăр производстви вара чакнă.
Коронавирус эпидемийĕн ахрăмĕ тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕнче куçкĕрет палăрать — вăл пĕчĕкленнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 96% шайĕнче. Пулăшу ĕçĕсен, общество апатланăвĕн сферисенче эпидемие пула 3 пин ытла тытăм вăхăтлăха ĕçлеме пăрахнă, самай пысăк пайĕ халь те ĕçе çĕнĕрен пуçăнман-ха. Çакă, паллах, çулталăкăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсенче те палăрĕ.
Финанс министрĕ Михаил Ноздряков республикăн пĕрлехи бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен каланă май унăн тупăшĕ 32 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнине çирĕплетрĕ — иртнĕ çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчи кăтартуран 8,8% нумайрах. Чăн та, çакă Мускав пулăшăвĕ пысăкланнипе сăлтавланнă, хамăрăн тупăш, шел, пĕчĕкленнĕ.
Нацпроектсене пурнăçлама уйăракан укçа пысăк — 3 миллиард тенкĕ ытла /пĕлтĕрхи çак тапхăрта чылай пĕчĕкрех пулнă — 2 миллиард ытларах/. Михаил Геннадьевич муниципалитетсен тухса ÿкекен тупăшне саплаштарассине çирĕплетрĕ. Олег Николаев вара ял-хулана хăтлăлатмалли проектсем тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ енчен асăрхаттарусем нумаййи пирки сăмах пуçарчĕ. Вăрнар районĕ тата Çĕмĕрле хулисене пайăррăн асăнчĕ – унта проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе йывăрлăхсем пур.
Çанталăк шăрăх тăчĕ те — шывсем çинчи сыхлăх ыйтăвĕ çивĕч. Çавна май ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров сăмах илни пĕртте ăнсăртран мар. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕх иртнĕ çулхинчен нумайрах — 19 çын пурнăçĕ татăлма та ĕлкĕрнĕ.
Инкексенчен ытларахăшĕ шыва кĕме ятарласа йĕркелемен вырăнсенче пулнă. Кăтартуллă тепĕр уйрăмлăх — çынсем ÿсĕрле путни. Ÿсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран кăна тени ăнсăртран мар. Вениамин Иванович çакна тĕслĕхсемпе çирĕплтерĕ. Çĕрле 22 сехет çурăра Атăл леш енчи кÿлĕре каччă пурнăçĕ татăлнă. Çамрăксем унта ушкăнпа каннă — ÿсĕр пулнă. Шыва кĕнĕ май пĕри çухалнă… Тепĕр тĕслĕхре те республикăри районсенчен пĕринче çамрăксем пĕве хĕрринче ушкăнпа пухăннă. Çĕрĕпе эрех ĕçнĕ. Ир еннелле, тăватă сехет тĕлнелле, пĕри «шыва кĕрсе тухам» тесе пăрăннă. Каялла таврăнман…
ГКЧС ертÿçи республикăра тулашри сăлтавсене пула çын вилнĕ тĕслĕх нумаййи пирки пусăм тусах каларĕ. Çăлав служби профилактика ĕçне анлăн йĕркеленĕ-ха, анчах пурне те асăрхаттарса çитерейменни куçкĕрет. 30 е ытларах та градуслă шăрăх кунсем иртсе кайнă, çумăрсем килнĕ май çынсем шыва кĕресси чакасса шанмалли кăна юлать. Тепĕр тесен, çуллахи иккĕмĕш уйăх та вĕçленмен-ха, ăшă та уяр кунсем татах пулĕç — эппин, сыхлăха чакарма юрамасть.