Комментари хушас

16 Утă, 2020

Ытарайми Крым асран тухмасть

Эпĕ каникул вăхăтĕнче çул çӳреме юрататăп. Пĕр-пĕр çĕре кайса курни вĕренӳре хавхалантарать, унсăр пуçне историе те лайăхрах пĕлме пуçлатăн. Иртнĕ çул ăçта кăна çитмерĕмĕр-ши? Хусанти аквапаркра, Пушкăртстанра, Питĕрте тата Крымра пултăмăр.

Манăн Крым çур утравĕ çинче чарăнса тăрас килет. Керчь, Ялта, Алупка, Алушта, Гурзуф, Джанкой, Бахчисарай… Эпир çитсе курнă хуласем. Тинĕс хĕрринчи Керчь хули çав тери илемлĕ. Чулран хăпартнă хитре çуртсем! Урамсенче грек мăйăрĕ, миндаль, фисташка, алыча, кизил, иçĕм çырли ӳсеççĕ. Йĕри-тавра — гибискус, кĕл чечек. Вĕçĕ-хĕррисĕр Арбат икĕ енĕпе те — нумай-нумай тĕрлĕ стильлĕ кафе. Керчь хулине çитсе Митридат тăвĕ çине хăпарманни çылăх шутланать имĕш. Унăн çуллĕшĕ — 91,4 метр. Кунта РФ Президенчĕ Владимир Путин та çуранах хăпарнă. Арăслан кĕлеткисемпе, грифон çуначĕсемпе илемлетнĕ 432 картлашкана эпир те парăнтартăмăр. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче совет салтакĕсем фашистсемпе кĕрешнĕ. Паттăрсене асăнса пысăк мемориал уçнă. Митридат тăвĕ çинче пирĕн эрăчченхи 7-мĕш ĕмĕрте авалхи грек хулин Пантикапейăн ишĕлчĕкĕсем. Çӳллĕ ту тăрринчен ытарайми Керчь тата илĕртӳллĕ курăнать. Пĕр енче — Хура тинĕс, тепĕр енче — Азов тинĕсĕ.

Пĕр кунхине паллакансен пахчине персикпе иçĕм çырли пуçтарма кайрăмăр. Персик тути пасартинчен уйрăлса тăрать: пылакскер çăварта тӳрех ирĕлет. Иçĕм çырли те сĕтеклĕ те пылак. Киви, крыжовник тутиллĕ дыня та çисе куртăмăр. Ӳсен-тăран та, кайăксем те урăхла Крымра. Тăмана евĕр сасă кăларакан кăвакарчăн юрри халĕ те хăлхарах. Вĕсем çĕрĕпех хăйне евĕр кăлтăртатаççĕ, ир енне те лăпланмаççĕ.
Крым Сафаринчи «Тайган» арăслан паркĕ тата мĕне тăрать! Европăри чи пĕрремĕш парк ку. Кунта çӳреме пачах та хăрамалла мар. Çынсем валли ятарлă хăрушсăрлăх кĕперĕсем ăсталанă. Арăслансемсĕр пуçне 40 тигр тата 100 ытла чĕр чун пурăнать паркра.

Крымра пуринчен те чаплăраххи, нимпе танлаштарма çукки — ту çинчи Ялта. Малалла вулас...

www.hypar.ru
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.