Комментари хушас

16 Утă, 2020

Патшалăх премийĕпе чысланă

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăри 29 яшпа хĕре "Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ" ятпа чысланă.

Ку хисепе ăслăлăхра, техникăпа производствăра, вĕрентӳре, воспитанипе çамрăксен политикинче, литературăра, культурăпа искусствăра, журналистикăра, сывлăх сыхлавĕнче, çут çанталăка сыхлассипе, физкультурăпа спортра, ыркăмăллăх ĕçĕнче, çамрăксен обществăлла юхăмĕн аталанăвĕнче тата патриотла воспитани парассипе пысăк çитĕнӳ тунă, хастарлăх кăтартнă çамрăксем тивĕçеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пултаруллă яш-кĕрĕме саламласа малалла та хавхаланса ĕçлеме суннă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ