Комментари хушас

13 Утă, 2020

Мускав пулăшăвĕпе туллин усă курасшăн

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев иртнĕ эрнере Санкт-Петербургра, Мускавра пулнă та — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна çак командировка кăтартăвĕсем çинчен каласа панинчен пуçларĕ.

Нева çинчи хулара «Газпром межрегионгаз» ООО гендиректорĕпе Сергей Густовпа курнăçнă, республикăна газпа тивĕçтерессипе, газ компанийĕн инвестицийĕсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Енри потребительсен газшăн капланнă парăмĕсем тавра та калаçу пулнă — вĕсем самай пысăк. Олег Николаев республикăри газ сечĕсен харпăрлăх ыйтăвĕсене татса памалли пирки пайăррăн каларĕ. Шел те, хуçасăр сетьсем те пур — 200 километр ытла. Вĕсене, республика харпăрлăхĕнчи сетьсене тимлĕх кирлĕ.

Мускавра Раççей экономика аталанăвĕн министрĕпе Максим Решетниковпа тĕл пулса Чăвш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлас ыйтусене тишкернĕ. Олег Николаев тĕлпулура Çĕнĕ Шупашкарта хăвăрт аталану территорине йĕркелессипе çыхăннă тема тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ. Резидентсен пĕр пайĕ унта ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. РФ Экономика аталанăвĕн министерстви пирĕн заявкăна йышăннă, унпа ĕçлеме тытăннă. Çавна май Олег Алексеевич ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин, химиксен хулин администрацийĕн пĕтĕм ыйтăва май пур таран кĕске вăхăтра таса памалли пирки асăрхаттарчĕ: Мускав енчен пулăшу пур — çакăнпа туллин усă курмалла.

www.hypar.ru

Рубрика: