Комментари хушас

9 Утă, 2020

Çар тухтăрĕ е биолог пуласшăн

Адельпе Радель Фаизовсем Пĕрремĕш каналăн «Лучше всех!» кăларăмне кăçалхи пуш уйăхĕнче тухрĕç. Максим Галкин куракансене тĕрлĕ енчен аталаннă, темĕн те пĕлекен, лайăх астуса юлакан ачасемпе «флешка-йĕкĕреш» тесе паллаштарчĕ. Çак кунсенче пире те Адельпе тата Радельпе çыхăнма май килчĕ.

Кăткă, креветка, краб…

Арçын ачасем Куславккари 3-мĕш шкулта 5-мĕш класра вĕренеççĕ. Тавçăруллă та пултаруллă, уйрăмах наукăна лайăх пĕлекен 11 çулти Адельпе Радель аслисене те тĕлĕнтереççĕ. Биологие пĕр çул çеç шкулта вĕреннĕскерсем ку предметпа презентаци те хатĕрленĕ. Аслăрах классенче урок ирттерме те ĕлкĕрнĕ. Килти условире акă темиçе çул ĕнтĕ кăткă ĕрчетеççĕ, вĕсем епле аталаннине, мĕн чухлĕ пурăннине, ĕçленине сăнаççĕ, çавăн пекех пай ураллă чĕр чунсене /членистоногие/, уйрăмах креветкăсемпе крабсене, тĕпчеççĕ. Кăткăсене апат кирлĕ-çке, тăранса пурăнмашкăн ятарласа хурт-кăпшанкă ӳстереççĕ. Халь тата гамаруссем çитĕнтерес шухăшлă. Купăста лĕпĕшĕнчен пуçласа пӳртре пурăнакан эрешмен таранах кăсăклантарать арçын ачасене. Кирек хăшĕн пирки ыйт — кашнин пурнăçĕ пирки интереслĕ те тĕплĕн каласа кăтартаяççĕ.

Славян мифологийĕ çинчен сăмах пуçарсан учительсем те шкул программинче çуккине тĕлĕнсех итлеççĕ. Ачасен юратнă предмечĕсем — истори, биологи, литература. Пĕрремĕш, Иккĕмĕш тĕнче, Крым вăрçисем… Ыйтăва пама тытăнсанах хуравĕ хатĕр тавçăруллăскерсен. Кашни паттăра ятран асăнаяççĕ. Максим Галкин ахальтен вĕсене «флешка-йĕкĕрешсем» темен иккен. Иккĕшне те нумизматика кăсăклантарать, вĕсем СССР вăхăтĕнчи укçана пуçтараççĕ. Патша империйĕнчи те темиç е пур-мĕн.

— Никам та ятарласа вĕрентмен. Пĕчĕк чухнех кĕнеке лавкки патĕнчен лăпкăн иртсе кайма çукчĕ, манран çавăтăннăскерсем сĕтĕрсех кĕртетчĕç унта. Нимле тетте те мар — иккĕшне те энциклопеди илсе памаллаччĕ. Вĕсем пирĕн шкап туллиех халь. Наука пирки документ фильмĕ пăхма юрататчĕç, — ывăлĕсемпе паллаштарать амăшĕ Роза Рашидовна. Арçын ачасем спортпа та туслă, çулталăк ĕнтĕ Куславккари «Атăл» спорткомплекса /ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ И.Н. Краснов патне/ çӳреççĕ. Вĕсем пĕрре мар районти кире пуканĕн ăмăртăвне хутшăннă.

Николай Дроздовран кая мар

Адельпе Радель «Лучше всех!» телекăларăма пĕчĕкрен юратса пăхнă. Ачасен пултарулăхĕпе çитĕнĕвĕсене кура вĕсене шкулта та пĕрре мар хутшăнма сĕннĕ. Акă çав вăхăт çитнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.