Бюджет мĕнле пурнăçланнине сÿтсе яврĕç
ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 42-мĕш сессийĕнче вунă ытла ыйту пăхса тухрĕç. ЧР республика бюджечĕ 2019 çулта мĕнле пурнăçланнă — çакă парламентарисене чи нумай калаçтараканни пулчĕ. Ку ыйтупа Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмах илчĕ.
«Республика бюджечĕ пĕлтĕр, тĕпрен илсен, экономика аталанăвĕн йĕркеллĕ условийĕсенче пурнăçланнă. Пĕтĕм макрокăтарту тĕлĕшĕнчен, тĕслĕхрен, промышленноç производствин индексĕ, ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе ӳсĕм пулнă, вĕсем Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах. Тĕп капитала хывакан инвестицисен калăпăшĕ те ӳснĕ. Чăн ĕç укçи 3,9% пысăкланнă», — терĕ пĕрремĕш вице-премьер.
Вăл каланă тăрăх, пĕлтĕр республика бюджетне халăхăн социаллă гарантийĕсене тивĕçтерес тата тăкак обязательствисене вăхăтра финанслас тĕллевпе 4 хутчен тӳрлетӳсем кĕртнĕ. 2019 çулта бюджет тупăшсем енчен — 58,7 миллиард, тăкаксем тĕлĕшĕнчен 55,2 миллиард тенкĕлĕх пурнăçланнă. Профицит 3,5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Тупăшсем, 2018 çултипе танлаштарсан, — 18,1%, тăкаксем 14% пысăкланнă. Михаил Ноздряков бюджетра хамăрăн тупăшсен калăпăшĕ те ӳснине палăртрĕ, пĕтĕмпе — 30,6 миллиард тенкĕ. Тытăмне тишкерес тĕк унта налук тупăшĕсен виçи чылай ытларах: 96%, çав шутрах — уйрăм çынсен, организацисен тупăшĕ, пурлăх, пĕтĕмĕшле тупăш çине хуракан налуксем, акцизсем. Михаил Ноздряков пĕлтĕр федераци бюджетĕнчен, ЖКХ тата монохуласен фончĕсенчен тавăрса памалли мар укçа килнине, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 25,2 миллиард тенкĕпе танлашнине палăртрĕ. Çав шутра дотаци ытларах /13 миллиард тенкĕ/, субсидисем — 6,4 миллиард тенкĕ, субвенцисем тата бюджетсен хушшинчи ытти трансферт — 5,7 миллиард тенкĕ. 2019 çулта Чăваш Республикин патшалăхăн 22 программипе килĕшӳллĕн мероприятисем пурнăçа кĕнĕ. Тăкаксен пысăк пайĕ вĕрентӳ, социаллă политика, наци экономики, сывлăх сыхлавĕ валли кайнă. Ырă самантсенчен пĕри — ЧР парăмĕ чакни. 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çак парăм 10,4 миллиард тенкĕпе танлашнă: çулталăк каяллахинчен 2,6 миллиард тенкĕ сахалрах.
Депутатсем республика бюджечĕ пĕлтĕр мĕнле пурнăçланнине сӳтсе явнă май Михаил Ноздрякова тĕплĕ докладшăн тав турĕç. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йĕркеленĕ çĕнĕ командăна ĕçре ăнăçу сунчĕç. «Пирĕн сирĕнпе пĕрле çитес çулхи бюджета хатĕрлес енĕпе питĕ тĕплĕн, пахалăхлăн ĕçлемелле пулать», — терĕ пĕрремĕш вице-премьер. Сессире республикăн 2019 çулхи бюджечĕ пирки калакан саккун проектне 2 вулавпа йышăнчĕç. Парламентарисем çавăн пекех ЧР Этем прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйăн 2019 çулхи ĕç-хĕлĕ пирки тунă докладне итлерĕç. «Чăваш Республикин халăхне тата территорине çут çанталăк тата техногенлă чрезвычайлă лару-тăруран хӳтĕлесси» саккунĕн икĕ статйине улшăнусем кĕртессишĕн сасăларĕç: вĕсемпе килĕшӳллĕн синкер режимне йышăнсан патшалăх влаçĕн органĕсем граждансемпе организацисен обязательнăй майпа пурнăçламалли правилăсене çирĕплетме пултараççĕ. Депутатсем ЧР Патшалăх Канашĕ Шупашкара Ĕç мухтавĕн хулин ятне пама ыйтассине те ырларĕç.
www.hypar.ru Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем