«Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ 70 выçă арçынна тăрантарнă
«Эсĕ Мускава каяс килнĕ пек калаçаттăн. Ман вырăна ĕçлеме кай-ха, хамăн май çук. Укçине аван тӳлеççĕ, улталамаççĕ», — отпускра каннă чухне хамăр ял хĕрарăмĕ Оля шăнкăравларĕ. «Мĕншĕн каяс мар?» — нумай вăхăт шухăшламасăрах килĕшрĕм эпĕ.
120 çынна — пĕччен
Стройкăра ĕçлекен 100 арçын валли апат пĕçерме чĕнчĕç. Ирхи апат — сĕтпе кофе вĕретмелле, кăнтăрлахи апат — 1-мĕш тата 2-мĕш блюдăсем пĕçермелле, каçхи апат та çавăн пекех, кунсăр пуçне салат хатĕрлемелле. 100 çын ытла нумай вĕт-ха. Пĕччен тăрантарса çитерес çуках! «Унчченхи повар пĕчченех ĕçлесе ĕлкĕрнĕ», — пĕлтерчĕ телефонпа бригадир. «Робот пуль вăл», — шухăшларăм эпĕ. Çапах хăра-хăра тенĕ пек çак авантюрăна пуçа пырса чикрĕм. Мускава çитиччен автобусран ансан чарăнура мана çав организаци ĕçченĕ Гена кĕтсе илчĕ. Вăлах стройкăна илсе çитерчĕ. Мускаври Войков районĕнчи Старопетровский тăкăрлăкĕнче пĕлтĕртенпе пурăнмалли çуртсемпе социаллă инфратытăм объекчĕсен строительстви пырать. Унта пин-пин çын тăрăшать, çав шутра чăваш та йышлă. Чи малтанах сывлăха тĕрĕслемешкĕн медицина центрне илсе кайрĕç. Тĕрĕслев — укçалла, 2400 тенкĕ, уншăн организаци тӳлерĕ. 4 специалист эпĕ ĕçе юрăхлине çирĕплетсе алă пусрĕ. Çав фирмăна ĕçе официаллă майпа илеççĕ, килĕшӳ алă пустараççĕ. Çапла эпĕ Дмитрий Чемеров ертсе пыракан 43-мĕш бригадăна вырнаçрăм. Тĕрĕссипе, манăн ĕç вырăнĕ — столовăй мар. Строительсен бытовкинчен /вакунран/ хатĕрленĕ пӳлĕм. Унта шыв та, канализаци те çук. Йăлтах алă вĕççĕн йăтмалла. Çавăн пек условисенче вăй хума тивессе асăрхаттарнăччĕ-ха. Хамăн ĕç вырăнне пырса кĕрсенех чи малтанах плитасем çинче тĕкĕр евĕр йăлтăртатса ларакан пысăк кастрюльсем куç тĕлне пулчĕç. Кирек епле условире ĕçлесен те тасалăх чи малти вырăнта пулмалла. Патăрьел хĕрарăмĕ Антонина Кашкарова та çакна палăртрĕ. Вăлах мана ĕç майне-шывне вĕрентрĕ. «Арçынсем шыв йăтма та пулăшмаççĕ, пĕтĕмпех хăвăн тума тивĕ», — асăрхаттарчĕ вăл. Çур кун пĕрле ирттернĕ хушăра унăн правурлăхĕнчен тĕлĕнтĕм. Аллинче ĕç вĕресе тăрать. Пĕр витре çĕр улмине тахăш самантра шуратса та хучĕ. Пысăк опычĕ тӳрех сисĕнет. «Пушă вăхăт тупăнсанах ыран валли хатĕрленме тытăн, кишĕр теркăласа, сухан тураса хур…» — вĕрентрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Ĕç калăпăшĕпе паллашсан çӳç-пуç вирелле тăчĕ. Епле ĕлкĕрмелле? «Эпĕ пĕччен 120 çынна икĕ эрне çитертĕм. Пурпĕрех ĕлкĕртĕм», — тĕлĕнтерчĕ Тоня. Унăн мăшăрĕ Андрей та кунта стройкăра тăрăшать. Вăл мăшăрне шыв кӳме, çăкăр касма пулăшнă.
Ĕçе — навигаторпа
Каç кӳлĕм бригадир общежитие вырнаçтарчĕ. Вăл ĕçрен инçех мар, 20 минут утмалла. Ирхи 5 сехетре тăрса ĕçе кайма пуçтарăнтăм. Каçхине мана машинăпа леçнĕччĕ, халĕ вара çуран утмалла. Анчах эпĕ çулне пĕлместĕп. Ĕçе епле çитес? «Хальхи вăхăтри технологисем кам валли?» — пуçа ăслă шухăш кĕнĕшĕн савăнтăм. Юрать, эпĕ ĕçри объектăн адресне ыйтма тавçăрнăччĕ. Телефона навигатор сарăмне /приложени/ уçласа илтĕм те вăл кăтартнă çулпа яра патăм, чип-чиперех çитрĕм. Тоня ирхи апат хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ, кăнтăрла валли те лартса янă. Кăнтăрла Кашкаровсем Чăваш Ене кайрĕç. Поварсем харпăр хăй ĕç хатĕрĕсемпе усă курнине эпĕ пĕлмен. Бригадир мана виçĕ çĕçĕ чиксе килме каласан: «Килте ытлашши çĕçĕ çук», — тесе шута хумарăм. Çавăншăн кайран шутсăр ӳкĕнтĕм. Тоня хăйĕн япалисене илсе кайсан мăка пĕр çĕçĕ тăрса юлчĕ. Çавăнпа пĕр кун муталантăм. Çемçе çăкăр-батона унпа касса пӳрнене хăмпă тухрĕ. Кайран тинех йĕркеллĕ çĕçĕ туянса пачĕç. Хатĕр-хĕтĕр тĕлĕшпе лару-тăру йывăртарах. Поварсем ал шăлли таранчченех хăйсем илсе килеççĕ. Апат валли кунта, чăннипех те, укçа шеллемеççĕ. Каçхи апатра 1-мĕш блюдо, сăмахран, ытти çĕрте çитермеççĕ. «Ĕçлекен çыннăн апат лайăх анать. Эпĕ хам çамрăк чухне тăтăшах шапаша çӳренĕ. Выçă та пурăннă, темĕн те тӳснĕ. Шăмăршă арçынĕ ертсе пыракан çĕрте чылай çул вăй хутăм. Вăл аван çитеретчĕ. Укçа тĕлĕшĕнчен те улталаман. Ăна кура эпĕ те строительсене апат енĕпе кӳрентерес мар тетĕп.
Пĕр эрнере апат-çимĕç туянса кăна 140 пин тенкĕ тăкакланать. Хăш-пĕр организацири строительсем хăвăрт пиçекен лапша çисе пурăнаççĕ. Выçă çынран тухăçлă ĕçлессе кĕтмелле мар. Çавăнпа çынсем ман патра ĕçлесе курнă хыççăн кунтах юлаççĕ. Шалăвне те вăтам ĕç укçинчен ытларах тӳлетпĕр, — палăртрĕ фирма ертӳçи Паша Купцов. Хальхи вăхăтра Мускавра вĕсен 7 объектра ĕçсем пыраççĕ, пурĕ 200 ытла çын вăй хурать. Паша — Чĕмпĕрте çуралса ӳснĕ чăваш. 9-мĕш класс хыççăн Канашри училищĕре платнике вĕреннĕ. Ун чухне вăл Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăннă, çавăнпа халĕ те çак яла тăван кĕтес вырăнне хурать. Салтака кайса килсен стройкăсенче вăй хума тытăннă, бригадир пулнă. Кайран, ĕçĕн майне-шывне пĕлсе çитсен, Мускаври юлташĕпе Кирилпа фирма уçнă. Халĕ вĕсен строительсен бригади валли ĕç яланах пур. Укçа вăхăтра тӳлесен, условисем лайăх пулсан ун пек çĕре мĕншĕн каяс мар? Малалла вулас...