Комментари хушас

18 Раштав, 2013

Чун-чĕре юрланă чух

Хĕллехи вăрăм каçсене усăсăр ирттересшĕн мар Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри ветерансен канашĕпе пенсионерсен пĕрлĕхĕн членĕсем. Кил-çуртне тирпейленĕ, выльăх-чĕрлĕхне тăрантарнă хыççăн ялти информаципе культура центрне пухăнаççĕ вĕсем. Кунта ал ăстисен «Тĕпел» клубĕ ĕçлет. Ăна пилĕк çул каярах йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи _ Галина Сергеева.

Улаха пухăннă хĕрарăмсем эрешлĕ тутăр, кофта, шарф тата ытти япала çыхма вĕренеççĕ. Зоя Мижеева библиотекарь вĕсене ку тĕлĕшпе пулăшать, тĕрлĕ журналтан, интернетран ÿкерчĕксем тупса парать. Пĕр-пĕринпе калаçса, юрласа ĕçлеççĕ ватăсем. Хăйне евĕр репетици те ирттереççĕ. Ахальтен мар клуб çумĕнчех «Тĕпел» ансамбль йĕркеленĕ вĕсем. Районти, ялти уявсенче яланах сцена çине тухаççĕ. Акă нумаях пулмасть Йĕпреçре иртнĕ «Чун-чĕре юрланă чух» фестивале те хутшăннă хастарсем.

Ал ĕç тунă вăхăтрах ялти хыпар-хăнара сÿтсе яваççĕ, пĕр-пĕрин апат-çимĕçне астивеççĕ вĕсем.

«Тĕпеле» миçе çын çÿрет тетĕр-и; 40-ĕн килни те пулать. Ара, эрешлĕ тутăра е шарфа халĕ çамрăксем те кăмăллаççĕ. Пĕр-пĕринчен ыррине вĕренни вара çав тери лайăх.

Ал ăстисем уявсене те пĕрле ирттереççĕ. Унсăр пуçне ялти ватăсене юбилей ячĕпе саламлама килĕсене çÿреççĕ, вĕсене пĕчĕк парнепе савăнтараççĕ.

Канма та пĕлеççĕ ватăсем. Пĕлтĕр вĕсем Славаш вăрманне йĕлтĕрпе кайса килнĕ, Тăвайри «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕнче бассейнра шыва кĕрсе савăннă. Çитес вăхăтра та тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртаççĕ. Чунĕсемпе яланах çамрăк вĕсем.

Валентина ПЕТРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.