Сыхлăх пирки самантлăха та манма юрамасть
Паянхи канашлура ЧР Патшалăх ветеринари службин ертӳçи Костантин Викторов хăй ертсе пыракан тытăмăн 2024 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕпе паллаштарчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси интенсивлăх çулĕ çине тăни тĕрлĕ чир сарăлас хăрушлăха та пысăклатать. Тĕп ветеринар республикăри лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллине çирĕплетрĕ. Анчах ку хăрушлăх çуккине пĕлтермест. Чăваш Енре сыснасен Африка мурĕ те, кайăк грипĕ те пулнă — вĕсен «вучахĕсене» тĕп тума, ытти мера валли ун чухне республика бюджетĕнчен пысăк укçа, 28 миллион тенкĕ, тăкаклама тивнĕ. Выльăх урнă тĕслĕхсене те час-часах тупса палăртаççĕ. Çавăнпа сыхлăх пирки самантлăха та манма юрамасть.
Паллах, хăрушлăха чакарас тĕлĕшпе ветслужбăна аталантарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе вара, шел, ӳпкелемелли çук мар. Константин Викторов районсемпе хуласенчи ветеринари участокĕсен çурчĕсене иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчех тунине палăртрĕ: вĕсем кивелнĕ, юхăннă — юсамалла, çĕнетмелле. Автопарк та кивелсе çитнĕ.
Служба ертӳçи ветеринарсен ĕç укçи пĕчĕкки пирки те каларĕ. Вĕсем тĕрлĕ химикатпа, чирлĕ, чылай чух агрессивлă выльăхпа, чĕр чунсемпе ĕçлеççĕ — шалăвĕ ĕçне кура мар. 2019 çулта уйăхри вăтам ĕç укçи 20,8 пин тенке яхăн кăна пулнă — республикăри вăтам виçерен те пĕчĕкрех. Çак сăлтавсене пулах службăна çамрăксем килмеççĕ, участоксене ветеринарсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăраççĕ — «комплектлăх» 88% шайĕнче кăна. Хăш-пĕр участокра ĕçлекенсен 70 е ытларах проценчĕ — пенсионерсем.
Олег Николаев тĕп ветеринара тимлĕ итлерĕ те — ыйту пачĕ: кăçал аграри университетне вĕренме каймашкăн миçе çамрăка направлени патăр? Пĕрре те паман иккен. Олег Алексеевич пĕлнĕ тăрăх, Шупашкарти университета Ульяновск облаçĕнчен, Мордовирен, ытти регионтан çамрăксем направленипе вĕренме килеççĕ — эпир вара çак майпа усă курмастпăр. Константин Викторов çитменлĕхе пĕтерме шантарчĕ.
www.hypar.ru 1zoom.ru сăн ÿкерчекĕ