Комментари хушас

6 Утă, 2020

Аслă хоккей лигин кĕмĕл призерĕ

Раççей хоккей федерацийĕ тата Аслă хоккей лиги йышăннă тăрăх, "Шупашкар" хоккей команди Аслă хоккей лигин первенствин кĕмĕл призерĕ пулса тăнă.

Федераци Кубокĕн çĕнтерӳçисене суйланă чухне чемпионатсен тата плей-оффсен результачĕсене, статистика даннăйĕсене шута илнĕ. "Челны" ХК /Çыр Чалли/ 57 очкопа çĕнтернĕ, "Шупашкар" ХК /тренерĕ — Александр Протапович/ вара 50 очкопа 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Паянхи куна "Шупашкарăн" пухмачĕнче — Аслă хоккей лигин икĕ "кĕмĕл" тата пĕр "бронза" медалĕсем.

www.hypar.ru Фото cap.ru

Рубрика: