Писатель çемйисемпе паллаштарĕç
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа Чăваш наци библиотеки "Чăваш Енри çыравçă çемйисем" акци пуçарнă. Тăван литературăра йĕр хăварнă, паянхи кун та тăрăшса ĕçлекен çавнашкал çемье нумай: Яков тата Мария Ухсайсем, Леонид Агаковпа Александра Лазарева, Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн. Паянхи кун Юхма Мишшипе Роза Шевлепи, Валерипе Ольга Туркайсем, Олегпа Римма Прокопьевсем тата ыттисем тăрăшса ĕçлеççĕ.
Утă уйăхĕн 4-8-мĕшĕсенче "Контактра" соцсетьре "Интересно о чувашском" тата "Национальная библиотека Чувашской Республики" ушкăнсенче писатель çемйисем çинчен интереслĕ постсем пулĕç. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче 10 сехетре Наци библиотекин Youtube-каналĕнче "Çемье портречĕ. Ольга тата Валери Туркай" онлайн-гостинăй пуçланать. Вĕсем тӳрĕ эфирта куракансене кăсăклантаракан ыйтусене хуравлĕç.
Акци утă уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче иртекен "Чăваш Енри писатель çемйисем" онлайн-викторинăпа вĕçленĕ.
www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ