Светлана АСАМАТ: Савăнсан та, тĕлĕнсен те йĕретĕп
Светлана Асамата республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те пĕлмен çын сахал. Ун пирки нумай çырнă, телекуравпа кăтартнă. Паян вăл никама нихăçан каламаннине, вулакана çĕннине пĕлтерме кăмăл турĕ.
— Светлана Васильевна, сирĕн ятăра чи малтан «Шĕлттĕм, шĕлттĕм йăмра çулçи» юрă урлă илтнĕччĕ эпĕ.
— Николай Шупуççыннин темиçе сăввине пуçтарса çыртăм вăл юрра. Ăна шăрантарнă хыççăн манăн пул-тарулăх каçĕ иртрĕ. Ун хыççăн Александр Осипов музыка ертÿçипе Арсений Тарасов драматург ман пирки «Чăваш эстрада юррин амăшĕ» терĕç.
— Асамат хушма ятăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
— Атте — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăрçă хыççăн шкулта истори, юрă урокĕсене вĕрентнĕ, хора ертсе пынă. Сăввăмсене чи малтан вăл асăрхарĕ. Çапла атте сĕннипе Писательсен союзне сăвăсене илсе кайрăм. Юрий Айташ «Ялав» журнал редакцине ячĕ. Юрий Сементерпе Валем Ахун сăвăçсем хушма ят илме сĕнчĕç, хăйсемех пулăшрĕç те. «Асамат пек çичĕ тĕслĕн ялкăшса ĕçле», — терĕç.
— Сирĕншĕн тăван кĕтес, кил мĕн- ши?
— Вăл — эпĕ пурри, мана панă вăй- хăват, манăн чун анлăшĕпе тарăнăшĕ.
— «Ĕçченлĕх те юнпа куçать», — тенĕ эсир пĕр кĕнекере.
— Атте сăвă, юрă çырнă. Вĕсене пултарулăх ушкăнĕсем шăрантарнă. Аттех сĕрме купăс калама вĕрентрĕ. Хăй — мандолина, анне балалайка калатчĕç. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн иккĕшĕ те Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Йăмăк Альбина Прокопьева Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлерĕ. Шел, пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕ.
— Сирĕн икĕ хĕр. Вĕсем хăвăр çулăра суйланă-и?
— Музыка шкулне çÿрерĕç. Килте пианино яланах пулнă. Иккĕшĕ те кĕвве илемлĕ калаççĕ. Халĕ çемьеллĕ, Мускавра хăйсен хваттерĕсенче пурăнаççĕ. Анчах пурнăçне музыкăпа çыхăнтарман. Хам пĕчченех кун кун-латăп пулсан та атте юнашар, пĕр хуларах. Вăл 95-ре, уйрăм хваттерте хăй тĕллĕн пурăнать.
— Хальтерех мĕнле сăвă çырăнчĕ?
— 20 кĕнекерен — 13-шĕ чăвашла, 7-шĕ вырăсла кун çути курчĕç. Юлашки вăхăтра тĕнчере алхасакан коронавируса хирĕç каланă сăвăсем çырăнчĕç. Вĕсене радиопа та вуларăм.
— Йĕркесем мĕнле çуралаççĕ?
— Тымарланнă шухăшăмран сăвă йывăçĕ ÿсет, чечекленет. Вăл хама та пуянлатать, вулаканăн ăсне кĕрсе шухăшне улăштарма пултарать.
— Хăвăра мĕнле хаклатăр?
— Пĕчĕкренех вулама юрататăп. Çакă тĕнче уçлăхĕпе калаçасси патне илсе çитерчĕ те. Çапла калама вă-танмастăп. Мĕншĕн тесен çав уçлăхра ытти çĕршыври поэтсен, çыравçăсен шухăшĕсем те вĕçеççĕ, пĕр чуна тепринпе çыхăнтараççĕ. Шухăш хăйне евĕрлĕ уçланать. Пыл та, çу та уçласан кăна пулать вĕт. Çаплах шухăш та — пурнăç саккунĕ çавăнта.
— Вун-вун сăввăр юрату çинчен шăрçаланнă.
— Мăшăрăмпа Юрий Тимофеевичпа чиперех пурăнтăмăр. Шел, чирлесе пурнăçран ир уйрăлчĕ. Килте хĕлĕн- çăвĕн ялан чечекчĕ. Пĕр çыххи типме ĕлкĕрейместчĕ, тепре парнелетчĕ. Ĕçрен килсен алăкран шаккатчĕ, пĕр алли çурăм хыçĕнче. Хваттере кĕрсенех ыталаса чечек тыттаратчĕ…
— Сире вăл çав тери юратнă.
— Мана нумай пулăм макăртать. Савăнсан та, кулянсан та, тĕлĕнсен те йĕретĕп. Акă балкон çине чĕкеç вĕçсе килчĕ. Тен, тăванăм, тен, пирĕн ял чĕкеçĕ терĕм, макăрса ятăм. Куççульпе пĕрлех тăван тăрăх çинчен юрă тухрĕ… «Ăçта каян, чĕкеç?» — чи юратниччĕ. Ăна упăшкапа ĕçкĕ-çике кайсан пĕрле юрлаттăмăр. Е эпĕ, е вăл купăс калатчĕ. Чирлесе выртнă чухне «Светлана, кала-ха купăс, юрла-ха», — тетчĕ, хăйĕн куççуль тухатчĕ. Ăна пытарнă чухне оркестра мар, Виталий Адюкова чĕнтĕм. Вăл шăхличпе килчĕ. Мăшăрăма юлашки çула ăсатнă чухне «Ăçта каян, чĕкеç?» юрра юрларĕ. Ун хыççăн çак юрра пĕрре те юрламан эпĕ, пултараймастăп.
— Апла сирĕн чĕрĕрте ытти арçын вырăн йышăнайман.
— Тĕнче шайĕнчи сăвăçсен те пирĕштисем пулнă. Вĕсем — шухăшласа кăларнă сăнарсем мар, хăйсем ĕмĕрĕпе юратса пурăннă хĕрарăмсемех. Юрату — тасалăх. Сăвă çырăнни те — çав тасалăх патне ăнтăлни. Манăн пирĕ-шти те шухăшласа кăларни мар. Вăл пур çак тĕнчере. Анчах эпĕ шăрçаланă сăвăсенчи сăнар — ăна ÿстерсе кăтартнă çынпа пуплени. Мĕншĕн тесен хăйĕнпе çапла нихăçан та калаçма пултараймастăп. Вăл урăх, эпĕ унран «ÿстерни» — манăн пирĕшти, мана тивĕçтерекен çын.
— Эсир телейлĕ-и?
— Асанне пĕчĕк чухне ялан пуçран ачашлатчĕ. «Ах, мăнтарăн хĕрачи, мĕнле пурнăç кĕтет-ши сана? Пĕрмай юрлатăн вĕт-ха. Юрлакан çын телейлĕ пулмасть теççĕ...» — калатчĕ вăл. Сăвă çырнипе, юрă хывнипе, юрланипе, тĕрлĕ инструмент каланипе питĕ телейлĕ эпĕ. Малалла вулас...