Комментари хушас

26 Çĕртме, 2020

Хисеплисем тĕслĕх кăтартаççĕ

Республикăра пурăнакансем Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртес ыйтупа иртекен сасăлава хастар хутшăнаççĕ. Чăваш Енĕн паллă та хисеплĕ çыннисем ку енĕпе тĕслĕх кăтартаççĕ.

Эрнекун, сăмахран, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн указĕпе çак кунсенче Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕн ятне панă Александр Петров сасăлав участокĕнче пулчĕ. Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн корпусĕнче вырнаçнă участокра бюллетене янă хыççăн унпа, хăй вăхăтĕнче Чăваш Ен парламенчĕн председателĕ, КПСС обкомĕн пĕрремĕш серетарĕ пулнăскерпе, калаçма май пулчĕ.

Александр Петрович Тĕп Саккунпа çыхăннă сасăлав республика 100 çул тултарнине уявланин тапхăрĕпе пĕр килнинче хăйне евĕр символ курать. Çак сасăлава вăл пирĕнтен кашниех çĕршыв пуласлăхне витĕм кÿмелли, кашни çын хăйĕн тата çемйин интересĕсене хÿтĕлемелли май тесе хаклать.

Ун шучĕпе, медицина пулăшăвĕпе кашниех туллин усă курма пултарассипе, пенсисене çулталăкра пĕр хутран кая мар индексацилессипе, чи пĕчĕк ĕç укçине пурăнма кирлĕ виçерен кая мар пулмалла çирĕплетессипе çыхăннă тÿрлетÿсене вăл уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех ĕç çыннине хисеплессипе, демографипе, çĕршыв пайланманлăхĕпе çыхăннă тÿрлетÿсене пысăка хурать.

87 çулти хисеплĕ шурсухал политика системипе çыхăннă тÿрлетÿ пирки те хăйĕн шухăшне каларĕ:

— Вăл Владимир Путина Президент должноçне тепĕр хут суйланма ирĕк парать. Анчах влаç пĕр çын аллинче пуласран, вăл влаçпа иртĕхсе усă курасран сыхланма тÿрлетÿсем влаçăн ытти органĕн — Патшалăх Думин тата Федераци Канашĕн — полномочийĕсене анлăлатаççĕ. Çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн лидерсем утма, калаçма пултарайман, регионсене тухса çÿреймен вăхăтсене те астăватпăр вĕт — кăкăр çине орденсем кăна çакатчĕç. Путина вĕсемпе танлаштараймăн, вăл кунĕн-çĕрĕн ĕçре.

Александр Петрович Конституцие кĕртме сĕнекен тÿрлетÿсене пĕтĕм халăхпа анлăн сÿтсе явнине ырлать, ентешсем вĕсене ырласса шанать.

www.hypar.ru