Комментари хушас

26 Çĕртме, 2020

«Ячĕшĕн ĕçлеме юрамасть»

Халăх пултарулăхне тĕпе хуракан композиторăн Лолита Чекушкинăн произведенийĕсем республикăри концерт залĕсемпе вĕренÿ заведенийĕсенче, Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи фестивальсенче тата композиторсен сĕечĕсенче янăраççĕ.

— Лолита Васильевна, пĕлнĕ тăрăх, эсир мĕн пĕчĕкренех музыкăна юратнă. Спектакльсем валли юрă-кĕвĕ çыратăр, репертуарта вара чăваш фольклорĕ ытларах.

— Рабочисен çемйинче çитĕнтĕм. Атте — купăс калама, анне юрлама юратнăран халăх юррисене ăса хывса ÿсрĕм. Чăваш туйне-уявне кăмăллаттăм. Музыка шкулĕнче, кайран Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче Александр Васильев патĕнче вĕрентĕм. Мана фольклор енĕпе пĕлÿ илме сĕнсен атте-анне юрланине тимлĕн çырса пыма тытăнтăм. Вăхăт иртнĕ май халăх пултарулăхĕ кăмăла кайнине туйрăм. Çакна Иосиф Дмитриев-Трер режиссерпа паллашни пысăк витĕм кÿчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ тĕрлĕ жанрлă музыкăна хайлатăп. Чăваш кĕввине çырнă чухне халăх фольклорне тĕпе хуратăп.

— Хăвăрăн пирвайхи произведение астăватăр пулĕ. Паян ăна мĕнле хаклатăр?

— Музыка шкулĕнче вĕреннĕ чухне 12 çулта «Буратино» юмах тăрăх сюита çырнăччĕ. Сăнарсен кăмăлне кура кашнин валли уйрăм кĕвĕ хатĕрлерĕм. Халĕ пăхатăп та, пĕлетĕр-и, — килĕшет! Епле-ха эпĕ çавнашкал çырма пултарнă? Вăхăт иртсен кашни произведение çапла йышăнатăп. Çĕнĕ кĕвĕ çырасси вара ялан шиклентерет, пушă нота тетрачĕ çине вăраххăн тинкерни те пулать. Чи кирли — пуçласси, унтан ĕç хăй еккипе пурнăçланать.

— Сирĕн ĕçе чи малтан кам хаклать?

— Малтан хамăн хĕрсене паллаштаратăп. Пирĕн икĕ пике çитĕнчĕ. Вĕсем — пĕрремĕш итлекенсем. — Юратнă музыка инструменчĕ пур-и? — Фортепиано калатăп та ăна тĕрлĕ кĕвĕ кăларма май пурришĕнех кăмăллатăп. Пултаруллă пианист музыка каланине итленĕ вăхăтра пĕтĕм тĕнче пирки манатăп.

— Сирĕн абсолютлă музыка туйăмĕ пулĕ.

— Пачах апла мар. Çакă пĕр енчен лайăх та тесе шухăшлатăп.

— Хăвăршăн çирĕп критик-и эсир?

— Ой, кун пирки каламалли те çук! Хамран çирĕп ыйтма хăнăхнă. Ку ачаранах тымар илет-тĕр. Пирĕн çемьере виçĕ ача, эпĕ — асли. Кĕçĕннисемшĕн явап тытма тивнĕ. Çапах тĕллев лартрăм тăк ăна пурнăçлатăп, каялла чакмастăп. Тарăхтарсан ĕçе тата чаплăрах тума тăрăшатăп.

— Эппин, таврари çынсенчен, вĕренекенĕрсенчен те çирĕп ыйтатăр.

— Пултарулăх тĕлĕшĕнчен питĕ çирĕп эпĕ. Театрта мана шÿтлесе «пусмăрçă» текен те пур. Манăн шухăшпа, ĕçе кирлĕ пек, тÿрĕ кăмăлтан пурнăçламалла. Ячĕшĕн ĕçленине чăтма пултараймастăп.

— Саккаспа музыка çыратăр-и?

— Çыратăп. Халĕ Чăваш драма театрĕпе çыхăнса ĕçлетĕп. Çамрăксен театрĕпе те çыхăну тытрăм, ача-пăча спектаклĕсем валли музыка сахал мар çыртăм. Пĕр сăмахпа, ĕç çителĕклĕ.

— Пултарулăхшăн мĕн тума хатĕр эсир?

— Тав Турра, эпĕ хĕрарăмăн çĕр çинчи тивĕçне пурнăçларăм — çемье çавăртăм, икĕ хĕре кун çути кăтартрăм. Юратнă, чăтăмлă, ăнланакан мăшăр çумра. Çемьере татулăх хуçалансан йĕркеллĕ ĕçлеме пулать. Пултарулăхшăн тем тума та хатĕр çын мар эпĕ, çемье унран пĕлтерĕшлĕрех. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.