Комментари хушас

17 Раштав, 2013

Парăм ÿсет, Çĕмĕрлесем çав-çавах васкамаççĕ

Иртнĕ шăмат кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Çĕмĕрле хулинче ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Унăн ĕçне хула администрацийĕн ĕçченĕсем, хула Пухăвĕн депутачĕсемпе общественноç хутшăнчĕç.

Премьер-министр юлашки çулсенче Çĕмĕрлере пурăнмалли çурт-йĕр тытăмĕнче лару-тăру йывăрланнине палăртрĕ. «Республикăран паракан пулăшу самаях пысăк, халĕччен Чăваш Енри пĕр муниципалитета та ун чухлĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтермен. Халăхăн пăшăрханăвĕ ÿсни те сăлтавсăрах мар. Эппин, хулара çивĕч ыйту чылай. Министрсен Кабинечĕ пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕнче пухăннă пысăк парăма татма пĕрре кăна мар пулăшнă, кĕркуннехи хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланичен кăна республика бюджетĕнчен 61 миллион тенкĕ уйăртăмăр. Газпа тата электроэнергипе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмсене чакарччăр терĕмĕр, анчах пурăнмалли çурт-йĕр тытăмĕнче лару-тăру çав-çавах улшăнмасть», - терĕ Иван Моторин.

Çĕмĕрле хулин 9 уйăхри экономикăпа социалла аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе хула пуçлăхĕ Сергей Яргунин паллаштарчĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕ доклада итленĕ май хула япăх мар аталаннине, предприятисем ĕçленине тата пенси вăхăтра тÿленине палăртрĕ. Анчах пурнăмалли çурт-йĕр тытăмĕнчи парăм ÿснине, çул-йĕр тăвассипе тата каяшсене вăхăтра турттарассипе тĕллевлĕ ĕçлеменнине ăнланма йывăр терĕ. «Мĕншĕн хăвăр майсене шута илместĕр, республикăран уйăракан укçа-тенкĕ виçине тĕпе хумастăр?» - терĕ Иван Борисович. Малалла вăл Çĕмĕрле монохула программăпа килĕшÿллĕн 2015 çулта патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарасса шанăç пуррине палăртрĕ, анчах унччен федерацин çак программине кĕме тивĕçлĕ документсем хатĕрлессипе çине тăрса, тĕллевлĕ ĕçлемеллине, кашни кунхи ĕç планне тарăннăн тишкерсе палăртмаллине тата инвесторсене явăçтармаллине пĕлтерчĕ.

Йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре палăртас тĕллевпе ЧР Строительство министерствин, Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн, Тариф службин представителĕсем хăйсен пĕтĕмлетĕвĕсене уçăмлатрĕç. Маларах шăпах çÿлте асăннă службăсем Çĕмĕрле хулинче пулса пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне тишкернĕ.

Хулан çут çанталăк газĕпе тата электроэнергипе усă курнăшăн пухăннă парăмĕсем çинче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тата «Чувашская энергосбытовая компания» ертÿçисем уйрăммăн чарăнчĕç. Хулари котельнăйсене юлашки çулсенче кăна çĕнетнĕ пулин те газпа усă курасси палăрмаллах ÿснине тата урамри ăшă пăрăхĕсене хĕле кирлĕ пек хатĕрлеменни те тăкаксене пысăклатнине пĕлтерчĕç.

Шел те, парăмсем пирки Çĕмĕрлесем халĕ те татăклă пĕтĕмлетÿ тума васкаманни шухăшлаттарать. Республикăри чылай хула-районта нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем кашниех хăйĕн хваттерне пайăррăн хутса ăшăтмалли майсемпе усă курать тĕк, кунта - пуçăнман та.

Юлия Мареева

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.