Комментари хушас

20 Çĕртме, 2020

Ашшĕ тĕлленĕ çулпа


Ача чухне ăна çывăх тăванĕсем кам пулма кăна сĕнмен-ши: артист, повар, тухтăр, спортсмен… Пĕрисем — Люба шкул сцени çинче пĕр-пĕр роле ăста калăпланине /карттуспа шăлавар тăхăнса арçын ачана вылянине халĕ те кула-кулах аса илеççĕ/, теприсем — кирек мĕнле апата çав тери тутлă пĕçернине, унсăр пуçне ялан хастар та çаврăнăçуллине, виççĕмĕшĕсем çынна пулăшас туртăмне шута илсе палăртнă хăйсен шухăшне. Красноармейски районĕнчи Пшонкă ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Егоровсен çемйинче çитĕнекен хĕрача ашшĕ Петр Гурьевич каланине пуçа чикнĕ: «Пирĕн Люба врач пулать». Паллах, çакă ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене малашлăх çулне хăйсене суйлама ирĕк паманнипе çыхăнман. Ахăртнех, кил хуçине хăйне чир аптратнăран сиплевçĕ профессийĕ çав тери сумлă пек туйăннă.

Вера, Надежда, Любовь

— Хамăн шухăшпа, эпĕ ветеринар ĕçĕнче те кăсăклансах вăй хунă пулăттăм. Пирĕн çемье кил хуçалăхĕнче ялан выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă, халĕ те сахал мар. Сăвакан 4-5 ĕне, пăрусем, сурăхсем, кролик пысăк йышĕ, чăх-чĕп… Кăрккакăвакал та усраттăмăр пĕр вăхăт. Чĕпсене чăх лартса килтех кăларнă. Çăвĕпех ĕне, сурăх касăвне черетпе çÿреттĕмĕр. Килĕшетчĕ килти чĕр чунсене пăхма. Вĕсене алăран çитерме юрататтăм, — ялта иртнĕ ачалăхне шухăшпа кăмăллăн таврăнать Любовь Черенкова /качча кайнă хыççăнхи хушамачĕ/, Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерта тăрăшакан çамрăк фтизиатр.
4 ачаллă çемьере Любăпа Надя — кĕçĕннисем. Икĕ ывăл хыççăн çуралнă йĕкĕреше амăшĕ Вера Пантелеймоновна çак ятсене пама шухăш тытнă. Вера, Надежда, Любовь мăшăрĕшĕн те сăваплăн илтĕннĕ. Сăмах май, халĕ ку рете София та пуянлатать: Надежда хăйĕн пепкисенчен пĕрне çак ята пилленĕ.
— Йĕкĕреш пулин те Надьăпа пĕр пек мар эпир. Эпĕ — хура куçлă, тĕттĕм çÿçлĕ, вăл — кăвак куçлă та сарă çÿçлĕскер. Пĕчĕкрех чухне хама харсăртарах туяттăм, темшĕн ялан шеллеттĕм тăванăма. Шкула кайнă чухне унăн сумкине хушăран хам йăтаттăм. Вĕренÿре те пулăшаттăм. Пĕр сăмахпа, ăна ялан хÿтĕлес килетчĕ. Чăн та, çакă вăл мĕскĕн пулнине пĕлтермест. Сăмахран, иксĕмĕр те спортпа туслăччĕ. Чупассипе, волейболпа, баскетболпа кăсăкланаттăмăр, районти-республикăри ăмăртусене çÿреттĕмĕр. Диплом çĕнсе илме пĕрре мар ăнăçнă. Шел, спортра тăрмашса пилĕкре пÿсĕр тухрĕ, çавăн хыççăн малтанхи пекех çине тăрса пиçĕхме пăрахрăм, — çын пуласси ачаран паллă тенине пуçа илетĕп хăйĕн ĕçне чунтан юратакан тухтăр каласа панине итленĕ май.
аласа панине итленĕ май. Медицина ĕçченĕн çынпа кăмăллă, тимлĕ пулмалла. Çак пахалăхсем хăйне ашшĕпе амăшĕнчен куçнă тесе шухăшлать хĕр. Кукамăшĕпе Юлия Яковлевнăпа, хăйсемпе пĕр урамрах пурăнаканскерпе, тăтăш хутшăннă. Ăна пĕр варта çитĕннĕ тăванĕсемпе пĕрле пулăшма васканă. Çакă аслă ÿсĕмрисемпе калаçмашкăн хăнăхма, вĕсен нуши-тертне ăнланма витĕм кÿнĕ-тĕр.

Ĕçлеме хăнăхтарнă 1 балл

И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн бюджет уйрăмне çирĕп конкурс витĕр тухса вĕренме кĕмешкĕн Трак ен пикине 1 балл çитмен. Любăн пĕлÿ укçалла илме кăмăл пулман — килтисене йывăр килессе ăнланнă. Каллех ашшĕ çине тăнă: «Темле пулсан та тухтăрах вĕренмелле». Хĕрĕ унăн кăмăлне хирĕç каяйман. Çапах та аслисене çăмăлрах пултăр тесе пĕрремĕш курс хыççăнах каникулта ĕçлессине йăлана кĕртнĕ. Ача-пăча лагерĕнче вожатăйра тăрăшать-и, пасарта сутуçăра вăй хурать-и е официантка тивĕçне пурнăçлать… Каярах тÿлевлĕ уйрăмран бюджет ушкăнне куçма çав-çавах вăй çитернĕ хĕр. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.