Комментари хушас

19 Çĕртме, 2020

Атте-анне вăрçнăн туйăнать

Порфирий Афанасьев «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, Чăваш Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ, Чăвашрадион тĕп редакторĕ, Чăваш Ен пичетпе информаци политикин министрĕн заместителĕ пулнă. Вăл – писатель, куçаруçă.

– Порфирий Васильевич, эсир Чăваш Енре сумлă должноçсенче ĕçленĕ. Халĕ, çулсем иртнĕçемĕн, кичемлĕх туйăмĕ çавăрса илмерĕ-и?

– Кичемлĕх пур-ха. Пахчана кайсан кĕреçе тытатăн та манса каятăн. Мероприятисене ЧНК президенчĕ Николай Угаслов вĕçĕмех чĕнет, вулакансемпе тĕл пулатăп. Тăван килте никам та пурăнмасть. Вырăнти ял тăрăхĕ унта музей уçасшăн.

Сирĕн чи малтан тухнă кĕнекĕр «Çарăмсан кĕввисем» ятлă. Тăван тăрăхăрпах çыхăнтарнă ăна. Çуралнă кĕтес аса килмест-и? Е качча кайнă хĕр аякра чиперех пурăннă пек арçын та çĕнĕ вырăна хăнăхать те çичĕ ют çывăх пулса тăрать-и?

– Кунтине хăнăхнă ĕнтĕ. Ача-пăча, мăнуксем пирки шухăшламалла. Тăван тăрăха пĕрикĕ çул каймасан атте-анне вăрçнăн, ăнса пыман пек туйăнать.

– Кÿршĕ регионта çуралнă пĕр çыравçă хваттер илме май пуртан Чăваш Ене куçнă тенине илтнĕччĕ. Эсир те çавăншăн килнĕ-и?

- Хусанти пединститутра вĕреннĕ чухне литкружок пурччĕ. Пĕр вăхăтра ăна Алексей Талвир ертсе пыма тытăннăччĕ. Шăпах вăл мана Шупашкара куçма сĕннĕччĕ. «Пĕтĕм терминологие манса кайăн, кунта вăрман та касмалла, хурăн та турттармалла», – тенĕччĕ вăл. Шупашкара килсен обкома кĕтĕм. Мана «Коммунизм ялавĕ» хаçата сĕнчĕç. Унта шăпах пĕр вырăн пулнă. Командировка çине командировкăччĕ. Пăру кĕтекенсен лагерĕнче çĕр каçни те пулнă. Ун чухне темиçешер кунлăха тухса кайнă. Репортажсене хăна çурчĕсенче çыраттăм. Ĕçе иличчен икĕ уйăх мана тĕрĕслерĕç.

Тепĕр çыравçăсем пирки унчченхине çеç сĕнеççĕ тенине илтме тивет. Пурнăç опычĕ пуян, ăсăр-тăнăр çитет.

– Çамрăк чухне çивĕчрех пулнă. Унччен çырнисем ан пулччăр, тата мĕн тумалла-ши тесе шухăшласа выртатăн каçсерен. Маларах кăсăк çынсене тÿрех асăрхаттăн, халĕ пурте пĕр пек туйăнать.

Çамрăк чух çын хушшинче пĕрмай пулнипе çавăн пек пулман-ши?

– Çук, астуса юласлăх япăхланать. Тепĕр чух çĕлĕке шыра-шыра халтан каятăн.

– «Тахçан, пĕрремĕш кун, эп çуралсан…» сăввăрти виççĕмĕш çавра аса килчĕ-ха:

Паян атте эп хам. Ача çумра.

Пушар та тĕтĕм явăнмасть умра.

Çĕн уйăха хупларĕ çеç тĕтре

Темме-çке çурăлса тухать чĕре.

Пурнăç çамрăк чух савăкрах-и е çуллансан, ăс кĕрсен пурăнма аванрах-и?

–Ашшĕн яваплăхĕ пысăк. Унăн ачисем, мăнукĕсем пирки шухăшламалла. Эпир ачасенчен ытла ăша ыраттаратпăр. Пурнăç, ÿркенмесен, ун чух та, ку чух та аван. Яланах илемлĕ. Чĕрене уçма пĕлмелле. Пурнăç, çанталăк паракан илеме курма, ун пирки асра тытма, ăна тав тума пĕлмелле.

– Сире пăхсан 8-мĕш теçетке çула çывхаракан çын темелле мар. Яштака, чĕрĕ, çăмăл шăмшаклă… Паян ирех эпĕ сирĕн патăра шăнкăравласан вăрманта уçăлса çÿренине пĕлтертĕр.

– Çывăхри вăрмана, ращана, тухса велосипедпа 10-15 километр ярăнатăп. Кунне виççĕтăваттă та çитсе килетĕп. Утса та çÿретĕп. Организм ыйтать. Маларах хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаттăм. Пахчара ĕçлеме кăмăллатăп.

– Каçарăр та, мăшăрăр таса сывах-и?

– Вăл вилнĕренпе 20 çул та çитет. Учительччĕ вăл. Чантăрта эпир пысăк çĕр лаптăкĕллĕ пÿрт туяннăччĕ. Шкула кайиччен ĕлкĕрес тесе хĕвел хĕртнĕ вăхăтрах хытă ĕçленĕ. Хăй синтетика кăкăр çыххипе çеç пулнă. Кăкăр чиксе кайнине туйрăм тет. Тепĕр виç-тăватă уйăхран чирлесе ÿкрĕ. Кăкăр ракĕ пулнă. Ывăлăмăр Сергей 13-ре вилни те ăна хытă хавшатрĕ. Эпĕ ун чух Мускавра журналистика ăсталăхне вĕреннĕ. Ывăлăм юлташĕсемпе аккумулятор тупнă та çавăнти тăхлана шăратнă. Вăл питĕ сиенлĕ. Юн ракĕ пулчĕ. Анатолий Дуняк патĕнче скрипкăпа калама вĕренетчĕ, сăвă çыратчĕ.

– Тепĕр арçын тăнлавĕ шуралсан та пĕччен пурăнасшăн мар. Эсир тек авланас темен-и?

– Çук, шутламан. Кирлĕ мар. Ывăлăмăн Андрейăн тата хĕрĕмĕн Иринăн икшер ача. Тăватă мăнук халь ман. Ирина ачисемпе пурăнатăп. Унăн упăшки полковник. Вĕсем Сĕнтĕрвăрринче кафе тытаççĕ. Хăйсем мана хирĕç çуртра пурăнаççĕ.

– Эсир нумай произведение чăвашла куçарнă. Халь тăлмачăсем сахалрах пек туйăнать…

– Мана пьесăсем нумай куçарттарнă. Халь гонорарне пĕчĕкрех тÿлеççĕ пуль.

– Сире литературăри çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ» тата «Чăваш халăх поэчĕ» ятсем панă. Тĕрлĕ преми лауреачĕ. Халĕ хисеплĕ ятсене унталла та, кунталла та сапаланăн туйăнмасть-и, сире çавсемпе пĕр карта лартни пăшăрхантармасть-и?

– Халь тĕлĕнмелли нумай. Хăшĕн тăванĕ, кумĕ çÿлте, хăшĕ çырма пĕлмесен те калаçма пĕлет. Пирĕн вăхăтра каçса кайса тавлашаттăмăр, пĕр-пĕрин хайлавĕсене сÿтсе яваттăмăр, пĕрне-пĕри итлеттĕмĕр, ялан критика мар, лайăххисене те кăтартаттăмăр. Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.