Комментари хушас

18 Çĕртме, 2020

Çирĕп çемье — ыранхи кун сывă никĕсĕ

Нина ГЛОТОВА, Çĕнĕ Шупашкарти историпе ÿнер музей комплексĕн директорĕ: 

Конституцие кĕртме сĕннĕ улшăнусенчен манăн чи малтанах йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсене сыхласа хăварма палăртнине ырлас килет. Çакна хĕрарăм, арăм, анне, асанне куçĕпе-чунĕпе хаклатăп.

Тĕнчере паян çемье хаклăхĕсем тĕлĕшпе тĕлĕнмелле улшăнсем пулса иртеççĕ… Анчах та çут çанталăка хирĕç кайма юрамасть. Ырăпа вĕçленмĕ ку. Юрать Раççей ертÿлĕхĕ ку енĕпе тĕрĕс утăмсем тăвать. Йăлана кĕнĕ çемье, ламран лама куçакан йăла-йĕрке — ыранхи кунăн сывă никĕсĕ. Çакна саккун шайĕнче çирĕплетнине питех те пархатарлă тесе шухăшлатăп.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.