Комментари хушас

16 Çĕртме, 2020

Çул-йĕр ыйтăвĕсене пăхса тухнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев транспорт комплексĕн тата çул-йĕр хуçалăхĕн организациĕсен представителĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлăва хутшăнакансем палăртнă тăрăх, республикăра ку отрасле аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. ЧР Транспорт министерстви 2024 çулччен çулсене лайăхлатмалли стратеги туса хатĕрленĕ. Транспорт комплексĕн тата çул-йĕр хуçалăхĕн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусене регионăн социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программине те кĕртнĕ. Сăмах май, çак программăпа çĕртмен 24-мĕшĕнче паллаштарĕç.

Канашлура çул-йĕр хуçалăхĕн организацийĕсенче тăрăшакансем хăйсен шухăшĕсене те, сĕнĕвĕсене те пĕлтернĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ