АПКра тăрăшакансен шалăвĕ ÿсет
Республика уй-хирĕнче, выльăх фермисенче, сунар хуçалăхĕсенче тăрăшакансен, вĕсенче пулăшу ĕçне пурнăçлакансен 2020 çулхи пуш уйăхĕнчи ĕç укçи 25144,5 тенкĕпе танлашнă.
Чăваш Ен агропромĕнче вăй хуракансен вăл кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче çулталăк каяллахинчен пысăкрах. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Чăваш Ен ку енĕпе Тутар, Пушкăрт тата Удмурт республикисене, Чулхула, Саратов, Ульяновск, Оренбург облаçĕсене, Пермь крайне хыçала хăварса улттăмĕш вырăна йышăннă. Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — палăртнă тапхăрта 2019 çулхи çав хушăринчен шалу АПК ĕçченĕсен — 13,4%, çав шутра ял хуçалăхĕнче 22,6% ÿснĕ.
Çакна палăртма кăмăллă: шалу тÿпи АПК ĕçченĕсен республика экономикинче вăй хуракансен ĕç укçин виçинче — 85,9%, çав шутра ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен — 79,8%, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисенче — 90,4%, тĕрлĕ йышши ĕçмелли шыв тултаракансен 101,3% таран хăпарнă. Иртнĕ çулсенче çак категорисен ĕç укçин тÿпи пысăклансах пынă. Ÿсĕм мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен ертÿçисем ĕçлекенсене шалу пама укçа ытларах уйăрнине çирĕплетет.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.