Комментари хушас

11 Çĕртме, 2020

Анатолий ШАКИН:«Патăрьелте мана икĕ хутчен хваттер пачĕç, анчах тăван ялтах юлтăм»

Хор дирижерĕ тата педагог, ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин пирки чăннипех Патăрьел районĕн мухтавĕ теме пулать. Вăл вырăнти музыка культурине çĕклеме пуçланăранпа кăçал шăпах çур ĕмĕр çитет. Тĕрĕссипе, унтан та маларах пуçăннă вăл çак ĕçе. Шкулта ăс пухнă чухнех юрлама юратнăран клуб çумĕнчи пултарулăх коллективне çÿренĕ. Унта ăна аслăраххисем тĕп хулари институтра кĕвĕ-çемĕ енĕпе ятарлă аслă пĕлÿ илме сĕннĕ. Çакăн çинчен тата ытти пирки Анатолий Степановичпа тĕл пулса тĕплĕн калаçрăмăр.

Пĕччен — темиçешĕн

Анатолий Степанович, сирĕн пултарулăх çулĕ тĕлĕнмелле кăсăклă. Республика тĕп хулинчен питĕ инçетре вырнаçнă чăваш ялĕнче эсир пĕчченех теприсем темиçен те пурнăçлама мехел çитереймен ĕçе çур ĕмĕре яхăн туртса пыратăр.

— Манăн çуралнă ялпа — Çĕньялпа — чăннипех те мухтанмалăх пур. Кунта пултаруллă, паллă çын чылай çуралса ÿснĕ, çав шутра юрлама юратакан та йышлă пулнă. Акă Юрий тата Нина Антоновсенех илер. Иккĕшĕ те педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн мăшăрланчĕç. Тĕп ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех клуб çумĕнчи хора çÿреме те май тупнă. Юрий математикăпа Нăрваш Шăхальти вăтам шкулта вĕрентетчĕ, çав вăхăтрах ăста баянистчĕ. Эпĕ йĕркелесе янă коллективăн пĕрремĕш аккомпаниаторĕ пулчĕ вăл. Кÿршĕ ялтан çÿрекенсем те пурччĕ. Владимир Антонов ертсе пыракан колхоз хорĕн йышĕ тепĕр чухне 80-ран пуçласа 100-е те çитетчĕ. Çаксенчен чи-чи хитре саслисене суйласа илсе тăватă саспа юрлакан коллектив чăмăртама май килчĕ.

— Камсем тивĕçнĕ-ши унта кĕме?

— Ял интеллигенцийĕ, хуçалăхра вăй хуракансем, дояркăсем, платниксем… Сăмахран, Александр Сердюковах илем. Вăл — производствăра малта пынă, хуçалăх правленийĕн членĕ пулнă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 1973 çулта «Ĕçри хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Унпа юнашар сцена çинче те, пурнăçра та хуçалăхăн чи лайăх шоферĕ Анатолий Савельевччĕ. Мăшăрĕ Елизавета Ильинична та, вырăнти шкулти вĕрентекен, репетицисемпе концертсене пĕр сиктермесĕр çÿретчĕ. Колхозри строительство бригадин бригадирĕ Василий Сулагаев пирки те çавнах каламалла. Вăл çавăн пекех спортпа та питĕ туслăччĕ. Анатолий Яруков ветеринари фельдшерĕ вара тепĕр чухне репетицисене фермăран тÿрех пыратчĕ. Ĕçĕ нумай пулнă ĕнтĕ. Çирĕм çул ытла юрларĕ вăл хорта солист пулса. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.