Комментари хушас

11 Çĕртме, 2020

Чĕри витĕр кăларать

Геннадий Айхи, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Марина Карягина — Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ сăвăçсене Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче ăс пухакансем аван пĕлеççĕ. 8-мĕш класа куçнă Аэлита Логунова та паллă ентешĕсен сăввисене хаваспах вулать, вĕсене илемлĕ калассипе çыхăннă конкурссенче малти вырăнсем йышăнать.

Кĕçĕн класранах – вĕренÿ отличникĕ

Пур предметпа та шĕкĕр «5» паллăпа вĕренет хĕрача. Кĕçĕн класран тытăнсах. Пуринчен ытла чăваш чĕлхипе литературине, биологие кăмăллать. Пушă вăхăтра кĕнеке вулать, приключени хайлавĕсенчен уйăраймăн та. Кăсăклă сюжет пуçĕпех çавăрса илет ăна. Раççей çыравçин Дарья Варденбургăн «Приключение Ульяны Карабаевой» хайлавĕ — чи юратни.
Аэлита — шкулти чи маттур та хастар вĕренекенсенчен пĕри. Пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Предмет олимпиадисенче пĕлĕвне кăтартать, сăвă илемлĕ калассипе шкул, район, республика шайĕнчи конкурссенче палăрать. Спорт ăмăртăвĕсенче те маттур вăл. Класри хĕрачасемпе волейбол тата баскетбол тупăшăвĕсене хутшăнса шкул чысне хÿтĕлет.
пĕрремĕш вырăнта — вĕренÿ. Киле панă ĕçе вăл тăрăшса, тĕплĕн хатĕрлет. Предмета лайăхрах пĕлес тесе интернетри видеоуроксемпе паллашать.
— Уроксенче вĕрентекене тимлĕн итлемелле, киле панă ĕçе тĕплĕн пурнăçламалла. Вĕренÿре чи лайăххисенчен пĕри пулма мана анне хавхалантарни пулăшать, — тет Аэлита. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.