Комментари хушас

29 Çу, 2020

Тĕрĕс те кирлĕ пек ăнлантарса пани килĕшет

Алексей ЕНЕЙКИН, тележурналист:

Хама мĕн астăвассах пирĕн пата «Хыпар» хаçат килсе тăратчĕ. Анне, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Галина Леонидовна, шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май чĕлхепе, культурăпа, йăла-йĕркепе, аваллăхпа çыхăннă статьясене пысăк хак парать. «Хыпар» халăха шухăшлаттаракан ыйтусене тĕрĕс те кирлĕ пек ăнлантарса пани килĕшет. Хаçатра кирек хăш ÿсĕмри çын та хăйне килĕшекеннине тупма пултарать. «Ыйту-хурав», «Специалистпа канашлар-и?», «Халăх медицини» страницăсемпе рубрикăсем, усăллă сĕнÿсем пурри савăнтарать. Çăмăл чĕлхепе, ăнланмалла çырса кăтартаççĕ вĕсене. «Мухтавлă 100 ентеш» ярăмри интервьюсемпе кăмăлласа паллашатăп.

ШУТА ИЛМЕ

2020 çулăн II çурринче илсе тăмашкăн почтальонсем июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен эрнекунсерен тухакан «Хыпар» хаçата йÿнĕ хакпа — 363,96 тенкĕпе — çырăнтарĕç. Хаçата килтен тухмасăрах podpiska.pochta.ru сайт урлă çырăнма пулать.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.