Çамрăк лидерсем тупăшаççĕ
«Управлени команди» тата «Çамрăк лидерсен команди» конкурссене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе ирттереççĕ. Вĕсене çамрăксене социаллă пурнăç, экономика, обществăпа политика тытăмĕсенче ертÿçĕ должноçĕнче ĕçлеме илĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Финала тухас тесен яшсемпе хĕрсен ăмăртăвăн темиçе тапхăрĕ витĕр тухмалла. Малтан вĕсем заявка панă /хăйсем пирки кĕске видеора каласа кăтартнă/. Регистраци тата тестировани дистанци мелĕпе иртет. «Управлени командине» аслă пĕлÿ илнĕ, ертÿçĕре виçĕ çултан кая мар ĕçленĕ, судпа айăпланман Раççей гражданинĕ кĕме пултарать. Унăн 55 çултан аслăрах пулмалла мар. «Çамрăк лидерсен командинче» вара 35 çула çитменнисем тупăшаççĕ. Ку конкурса 1500 ытла çамрăк заявка панă. Çамрăксем икĕ тапхăра хыçа хăварнă ĕнтĕ, ыран çурма финалта тупăшма тивĕçлисене палăртĕç. Финал — çĕртмен 16-22-мĕшĕсенче. «Управлени командине» заявкăсене çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ, ку конкурс çурлан 16-22-мĕшĕсенче вĕçленĕ.
Конкурссен партнерĕсем — Чăваш Енри малта пыракан предприятисем, çурма финала тухнисен тата çĕнтерÿçĕсен çак организацисене те, патшалăх тытăмне те ĕçе вырнаçма çул уçăлĕ. «Управлени команди» конкурс çĕнтерÿçисене ЧР управлени кадрĕсен резервне кĕртĕç. Хальхи вăхăтра çак йышра — 41 çын.
Сергей ПЕТРОВ, «Çамрăк лидерсен команди» конкурса хутшăннă:
— Çакнашкал тупăшусем çамрăксене лидер ăсталăхне кăтартма, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме май параççĕ. Эпĕ икĕ тапхăрт и т е с т а пурнăçларăм, 60% пухсан çурма финала куçатăн. Манăн — 55%. Ыйтусем ансат мар, малашне тĕплĕнрех хатĕрленмеллине ăнлантăм. Кунашкал тупăшăва пуçласа хутшăнтăм, унччен хама пултарулăх ăмăртăвĕсенче тĕрĕсленĕ. Конкурс хастар çамрăксене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, тавра курăма анлăлатма, пĕлĕве тарăнлатма май парать — экономика, бизнес, аудит... Çитес çулсенче çакнашкал тупăшусем пулсан хутшăнатăпах.