Комментари хушас

17 Раштав, 2013

Майя Костина: «Тÿпере хама ирĕклĕ туятăп»

Парашют спортĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă спортсменкăна кам пĕлмест пулĕ. СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ 6 хутчен РСФСР чемпионки пулнă, тĕнче чемпионатĕнче пилĕк хут çĕнтернĕ. Вăлах Совет Союзĕн рекордне 38 хут çĕнетнĕ, парашютпа 7000 /!/ хут сикнĕ. Нумаях пулмасть унпа тĕл пулса калаçрăм.

Хăюллă хĕр ача

«Канаш районĕнчи Шăхасанта 1942 çулта çуралнă эпĕ, ачалăхăм вара Атăл хĕрринчи Сосновка поселокĕнче иртрĕ, - калаçăва пуçларĕ Майя Петровна. - Атте, Петр Алексеевич, офицер пулнă. Вăрçă хыççăн пекарня тата столовăй ертÿçинче ĕçленĕ. Лăпкă та ырă кăмăллă çынччĕ, поэзие юрататчĕ, анчах фронтран хаярланса таврăнчĕ - çемçе чунлисене йывăрлăха чăтма питĕ йывăр çав - çавăнпа эпир унран хăракалаттăмăрччĕ. Анне, Екатерина Афанасьевна, сутуçăра вăй хунă. Çемьере темиçе ача та çуралнă, анчах иккĕшне кăна пурăнма пÿрнĕ. Кĕçĕн шăллăма Петьăна лайăх ас тăватăп. Ăна сăпкара сиктереттĕм, юрласа çывăрттараттăм. Шел, вăл та чирлесе вилчĕ».

Майя Костинăн аппăшĕ спортсменка пулнă иккен. «Рита манран пилĕк çул аслăччĕ. Вăл нумай çул пир-авăр комбинатĕнче ĕçлерĕ, çирĕп кăмăллă пулнипех çемье çавăраймарĕ. Спортпа питĕ туслăччĕ: сăнă ывăтас, йĕтре тĕртес енĕпе çитĕнÿсем тунă. Штанга йăтасси те уншăн йывăр марччĕ. Эпĕ вара çамрăк чухне чупма кăмăллаттăм, йĕлтĕрпе темиçе çухрăма парăнтарасси те чăлт сурасси кăначчĕ. Çавăнпах чылай ăмăртăва хутшăнаттăм, пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çапах та ун чухне ытти хĕр ача пекех артистка пулма ĕмĕтленеттĕм: юлташсемпе тăвансен умĕнче ташлаттăм-юрлаттăм, сцена çине тухма та вăтанман. Мандолина, купăс калама та вĕреннĕ. Çав вăхăтрах акробатика кружокне çÿреттĕм».

Анчах ашшĕ ачине çак шухăшран пăрнă, çăмăлттайсен ĕçĕ тенĕ вăл хĕрĕн шухăшне пĕлсен. Майăна вара хăйне евĕрлĕ профессисем килĕшнĕ, заводра е фабрикăра ĕçлекен пулас килмен унăн. Хăюллăскер нимрен те хăраман: йывăç çине йăпăр-япăр хăпарнă, тĕттĕм каçсенче те шикленмен. «Халĕ те çĕрле киле таврăнма хăрамастăп, урамра çулăхакан ĕçкĕçсемпе те пĕр чĕлхе тупма пултаратăп, анчах... Психика енĕпе аташнисенчен тата наркомансенчен турă сиртĕр», - çÿçенсе илчĕ спортсменка.

Харсăр пулнипех 17-ри хĕр çÿллĕ кран çинче машинистра ĕçлеме килĕшнĕ - укçа-тенкĕ нушиех илсе çитернĕ ăна унта. Чăлхапа трикотаж фабрикине, аэропорта, «Ача-пăча тĕнчи» лавккана, пир-авăр комбинатне, пурăнмалли хăш-пĕр çурта хăпартнă çĕрте вăй хунă вăл.

Самолет е парашют?

Çамрăк хĕрĕн пурнăçĕнче çакнашкал ыйту та пулнă. Мĕншĕн? Пĕтĕмпех йĕркипе. Тĕп героя сăмах парар-ха. «Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне шкула аэроклубри парашют спорчĕн кружокне çÿрекен яшсем килчĕç те пире хăйсем патне чĕнчĕç - чылайăшĕ çырăнчĕ, эпĕ те, летчик пулас ĕмĕтпе çунатланнăскер, тÿрех килĕшрĕм», - иртнине аса илет Майя Петровна. Анчах парашютпа икĕ çултан кăна сикме тивнĕ унăн. Хăйĕн пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ саманта паянхи кун та питĕ лайăх ас тăвать спортсменка: «1959 çулта пулчĕ ку. Малтан тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр, мĕн вĕреннине тепĕр хут аса илтĕмĕр. Як-12 самолетпа тÿпене хăпартăмăр, иллюминатортан çĕр çине тинкеретпĕр. «Аялалла ан пăхăр», - асăрхаттарать инструктор, çапах пĕрре те хумханман. Пĕрремĕш хут... Çав тери çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм. Тÿпере хăвна вĕçен кайăк пекех туятăн».

Çак кунранпа парашютпа миçе хут сикмен пулĕ вăл. Летчик пулас ĕмĕт çултан çул çирĕпленсе пынă. Пултаруллăскере ăннă: ăна Саранскри вĕçев шкулне вĕренме янă. Мĕнле савăнăç! Унта Майя Костина ăмăртусене хутшăнма пуçлать. 1963 çулта пĕрремĕш медаль çĕнсе илет: Украинăра иртнĕ Пĕтĕм Союзри турнирта хĕр акробатика енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать. Тепĕр икĕ çултан СССР чемпионкин ятне тивĕçет, вăл - çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинче. Пилот свидетельствине алла илнĕскер çав вăхăтра летчик пулас ĕмĕчĕ çинчен манса спортсменка çулне суйлать. «Самолета тытса пымалла, тÿпере вара хăвна ирĕклĕ тытатăн. Хамăн пурнăçăмра эпĕ Ан-2, Як-12 самолетсемпе тата планерпа вĕçнĕ, пурĕ 300 ытла сехет», - терĕ Майя Петровна.

Спортри çитĕнĕвĕсем унăн пурнăçĕнче сахал мар пулнă. 1966 çулта тĕнче чемпионатĕнчен спортсменка 5 ылтăн, 2 кĕмĕл медальпе таврăннă. Çав çул çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командине никам та çитеймен, тĕнчери пур ăмăртура та палăрнă вĕсем. Ушкăнпа сикессипе тĕнчен 43 рекордне çĕнетнĕ пирĕн ентешсем ун чухне. Майя Костинăн та - çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ, рекорд хыççăн рекорд. Паян килĕнче упранакан медаль-кубоксем ăна иртнине аса илтереççĕ, кашни награда çинчен каламалли чылай. Миçе çĕр-шывра, миçе хулара пулса курман пулĕ: Югослави, Итали, Германи... Парижра Эйфель башнинче пулнă чухне вăл Юрий Гагаринпа паллашнă иккен.

Тренировкăсемпе ăмăртусем тахçанах хыçа юлнă пулин те Майя Петровна парашютпа сикес ĕмĕтпе çунатланать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканскер хальхи вăхăтра та çамрăк чухнехи пекех хастар.

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.