Комментари хушас

26 Çу, 2020

Етĕрнере лару-тăру çивĕч

Паян Етĕрнере коронавируспа кĕрешме йĕркеленĕ оперативлă штабăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаевăпа ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пычĕç.

«Çу уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче коронавируспа чирленĕ 2387 тĕслĕхе шута илнĕ», — пĕлтерчĕ Владимир Геннадьевич. Кунсерен 70-80 çын инфекциленет. Етĕрне районĕнчи лару-тăру кашни кун çивĕчленет. Унта коронавируспа чирлисен шучĕ 170 çынпа танлашнă.

Асăннă районта 1474 çынна тест туса тĕрĕсленĕ. Медицина ĕçченĕсен хушшинче 14 çын коронавируспа чирлине тупса палăртнă. Вĕсенчен 3-шĕ — тухтăр, 5-шĕ — медсестра, 6-шĕ — тирпейлÿçĕ.

Ĕçлĕ ушкăн Етĕрне районĕнчи лару-тăрăва çирĕплетме йышăнчĕ: урамра суту-илÿ тумалла мар, хулара тата районта дезинфекцилес ĕç мĕнле пынине тĕрĕслĕç, 65 çултан аслăраххисен килтен тухса çÿреме чарĕç.

www.hypar.ru

 

Рубрика: