Комментари хушас

26 Çу, 2020

Кун-çулĕ кĕнеке çырмалăх та пуян

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 75 çул иртрĕ. Тискер çак вăрçă çулĕсене асран кăларса пăрахаймăн. Паян Раççейре пурăнакансем — çапăçу хирĕсенче тăшмана çапа-çапа аркатнă вăрçă паттăрĕсен, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăйне-халне шеллемесĕр фронта пулăшнă, фашизм тыткăнĕнче асапланнисен, выçăпа нушаланнисен ачисем, мăнукĕсем... Вăрçă калавĕсене вĕсем ачаран итлесе çитĕннĕ, ветерансен аса илĕвĕсем вĕсемшĕн паттăрлăх тата харсăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăнă.
Çĕмĕрле районĕнчи Юманай вăтам шкулĕнче çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă. 2017 çулта, акă, вĕренÿ заведенийĕ Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн «Герой ятне — шкула» патриотизм проектне хутшăнчĕ. Унтанпа Юманай шкулĕ вăрçă паттăрĕн Севастиан Архипов вĕрентекенĕн ячĕпе хисепленсе тăрать.
Севастиан Михайлович Архипов — Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнче те паллă çын. Тĕлĕнмелле шăпаллă чăваш ачи вăл. Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкрен пĕлÿ патне туртăннă. Севастианăн тĕнче курăмне, ăс- тăнне çирĕплетме Николай Шупуççынни пысăк витĕм кÿнĕ. Поэт пултаруллă арçын ачана ялти вулав çуртĕнче асăрханă, унра пулас педагога курнине палăртнă. Тури Вылăра пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Севастиан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра çичĕ класс пĕтернĕ. Етĕрнери педагогика училищи хыççăн 17 çулти çамрăка Юманай шкулне ĕçлеме янă. Пуçламăш классене пĕр çулталăк вĕрентсен унăн салтак ячĕ тухнă. Киев çар округĕн 5-мĕш çарĕнче связист пулнă, полк шкулĕнче вĕренсе сержант званине илнĕ вăл. Вăрçă пуçланнă чухне С.Архипов Хĕвел анăç Украинăра тăнă.
Пĕрремĕшсен йышĕнче фронта кайнă, вăрçă çулĕсемпе вĕçне çити утса тухнă Севастиан Михайлович Кăнтăр-хĕвел анăç, Воронеж, Украина фрончĕсенче тăшманпа çапăçнă. Харьков, Луцк, Лубна, Каменец-Подольский, Винница, Переяслав- Хмельницкий хулисене ирĕке кăларнă, Днепр урлă каçса Хĕвел тухăç Европăра нимĕçсене аркатнă. Пултаруллă, кирек епле йывăр лару-тăрура та çирĕп йышăнусем тума пултаракан командир пек палăрнă вăл. Чи хаяр çапăçусем, ветеран аса илнĕ тăрăх, Курск пĕккинче пулнă. Белгород хулишĕн пынă çапăçусенче паттăрлăхпа палăрнăшăн Аслă главнокомандующи Тавне тивĕçнĕ.
Севастиан Михайловичăн польшăлла калаçма вĕренме те тивнĕ. 1944 çулхи çу уйăхĕнче вăл комендант çарĕсене лекнĕ, ăна Рашков хулин /Польша/ коменданчĕ туса хунă. 1945 çулта Скальмежиценов хулине куçарнă. Кайран Острув хулин делопроизводство уйрăмĕн заведующийĕнче тата çар комендатурин управленийĕнче экономистра ĕçленĕ. Çарсен Çурçĕр ушкăнне йĕркелесен Севастиан Михайловича комендатура çумĕнчи комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. Кунта вăл Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Ăна кунтах юлма, хула ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме сĕннĕ. Анчах вăл килĕшмен: чунĕ тăван тăрăха туртăннă.
С.Архипов киле 1946 çулта таврăннă. Анчах ăна кунта пысăк хуйхă кĕтсе тăнă: çурчĕ çунса кайнă, çывăх çыннисем çĕр пÿртре пурăннă. Тепĕр кунне йывăр чирлĕ амăшĕ куçне яланлăхах хупнă. Ĕнерхи салтак шăлне çыртса пурнăçа ура çине çĕклеме пикеннĕ.
Пĕр хушă Тутар Республикинче пуçламăш шкул заведующийĕнче ĕçленĕ хыççăн Юманая таврăннă. Пултаруллă педагог вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, 30 çула яхăн Юманай вăтам шкулне ертсе пынă. Учительсен институтне, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне, М.Горький ячĕллĕ Патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ.
Севастиан Михайлович хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнĕ. Вăл тăрăшнипе Юманайра 320 вырăнлă çĕнĕ шкул, ачасемпе вĕрентекенсем валли интернат туса лартнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Юманай шкулĕ пысăк вĕрентÿ центрĕ пулса тăнă, кунта пине яхăн ача пĕлÿ пухнă. Пултаруллă, хăйсен ĕçне чунпа парăннă педагогсем ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Севастиан Михайлович коллективран уйрăлман, историпе тавра пĕлÿ музейĕнче пĕлĕве тарăнлатма пулăшакан хушма уроксем, çар-патриотизм воспитанийĕн занятийĕсене ирттернĕ. Унăн пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ — 54 çул. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем те Севастиан Михайловичăн çулĕпе кайнă. Вĕрентекенсен династийĕн стажĕ 550 çултан та иртет.
С.Архипов общество ĕçне те хастар хутшăннă. Темиçе хутчен те Çĕмĕрле районĕн депутатне суйланнă, Юманай ял совечĕн депутачĕ те пулнă. Ĕç çыннисемпе тачă çыхăну тытнă, патшалăх тата парти органĕсен умĕнче экономика, вĕрентÿ, культура тытăмĕнчи çивĕч ыйтусене çĕкленĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса АРХИПОВА. Çĕмĕрле районĕ, С.М.Архипов ячĕллĕ Юманай шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.