Комментари хушас

25 Çу, 2020

«Халăх тĕрĕслевĕ» порталта 10 кунрах хуравлĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура ЧР информполитика министрĕ Михаил Анисимов информаци технологийĕсем мĕнле аталанса пырасси пирки каласа кăтартрĕ.

Вăл федерацин «Цифра экономики валли кадрсем» проектпа килĕшÿллĕн йĕркелекен грант конкурсĕсене хутшăнас енĕпе Чăваш Ен лидер регионсен шутне кĕнине палăртрĕ. Республикăри вĕренÿ организацийĕсем 11 проекта пурнăçа кĕртнĕ, 39 ытла миллион тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ. Михаил Анисимов пичет кăларăмĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. Вăл 2020 çулăн пĕрремĕш çурринчи çырăнтару кампанийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен Раççейре — 10-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăнсене йышăннине пĕлтерчĕ.

Министр çавăн пекех халăхпа çыхăну йĕркелемелли механизмсем пирки сăмах пуçарчĕ. «Халăх тĕрĕслевĕ» портал аталансах пынине каларĕ. Çак онлайн-ресурсра çынсем вырăнти çитменлĕхсем пирки пĕлтереççĕ, вĕсене влаç органĕсен яланхи пек 30 кунра мар, 10 ĕç кунĕнче пăхса тухса хурав памалла. Асăннă порталта халь ыйтăмсем те ирттереççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев влаç органĕсен ертÿçисене «Халăх тĕрĕслевĕ» порталăн майĕсемпе анлăрах усă курма сĕнчĕ. Олег Алексеевич палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн уйрăм плансем хатĕрлемеллине палăртрĕ, ку тапхăрта ытти министерство-ведомствăпа çыхăнса ĕçлемеллине асăнчĕ, мĕн пур ресурспа туллин усă курма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru