Комментари хушас

25 Çу, 2020

15 ача сачĕ тунă, çапах вырăн çителĕксĕр

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура Вĕрентÿпе çамрăксен политикин тытăмĕн 2020-2024 çулсенчи аталанăвĕн стратегийĕпе вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев паллаштарчĕ.

Вăл каланă тăрăх, пĕлтĕр пирĕн республикăра 15 ача сачĕ — 3080 вырăнлăх — тунă. «Çапах садиксенче вырăн çителĕксĕр. Çавăнпа вĕсен строительствине тăсăпăр. 2024 çул тĕлне республикăри 1,5 çултан аслăрах ачасен пурин те шкулчченхи учрежденисене çÿреме майсем пулмалла», — терĕ министр. Çак сферăри тепĕр кăткăслăх — шкул ачисен иккĕмĕш сменăра вĕренме тивни. Паянхи кун шкулсенче 140 пин ытла ача ăс пухать, çав шутран 5,5% — иккĕмĕш сменăра. Вĕсенчен пысăк пайĕ — Шупашкар хулинче. Сергей Яковлев каланă тăрăх, республикăра 2022 çулччен çĕнĕ 6 шкул тумалла.

Çавăн пекех республикăра пĕрлехи информаципе вĕрентÿ порталне туса хумаллине те палăртнă. «Çак портал вĕренÿ организацйĕсемпе ĕçлессин тухăçлă модельне тума май парĕ. Унта инçет вĕрентÿ, квалификацие ÿстермешкĕн, педагогсен чи лайăх практикисемпе паллашмашкăн тата ытти сервиса пухăпăр, вĕрентÿ тытăмĕнчи нормăпа право никĕсне вырнаçтарăпăр», - уçăмлатрĕ министр.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: