Комментари хушас

21 Çу, 2020

Туризм тата цифра аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç

 

Правительство çуртĕнче республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сӳтсе явассипе çыхăннă канашлусем паян малалла тăсăлчĕç. Хальхинче туризмпа тата цифра аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

Видеоçыхăну мелĕпе иртнĕ канашлусене Алла Салаева вице-премьер ертсе пычĕ. Вĕсене министерство-ведомствăсен, муниципалитетсен ертӳçисемпе представителĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Енре туризм тытăмне çитес çулсенче мĕнле аталантарасси пирки вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каласа кăтартрĕ. Ку енĕпе мĕнле ĕçсем тума палăртни çинчен Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпӳ тата ытти район представителĕсем пĕлтерчĕç.

Икĕ канашлăва та Регионсен аталанăвĕн пĕтĕм тĕнчери центрĕн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед хутшăнчĕ. Вăл хăш-пĕр саманта уçăмлатас тĕллевпе ыйтусем пачĕ, хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

«Пандеми çакна кăтартса пачĕ: экономикăна цифра çине куçарасси — актуаллă тĕллев», — терĕ РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ — Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков. Вăл цифра технологийĕсене пĕтĕм сферăна ĕçе кĕртни пурнăç пахалăхне лайăхлатма, патшалăх пулăшăвĕсемпе хăвăртрах тата меллĕрех усă курма май панине аса илтерчĕ. «Эппин, республикăна цифра çине куçарасси приоритет пулмалла», — пĕлтерчĕ Анатолий Аксаков.

Чăваш Ене цифра çине куçарас ĕçе çитес çулсенче мĕнлерех йĕркелеме палăртнипе ЧР цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимов паллаштарчĕ. Вăл цифра аталанăвĕ пилĕк направленипе пулса пынине пĕлтерчĕ. Алла Салаева шухăшĕпе — инçет сервисĕсемпе малашне те, пандеми вĕçленсен хыççăн та, анлăн усă курмалла.

www.hypar.ru Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕ