Комментари хушас

21 Çу, 2020

Чӗре чирӗсемпе аптӑракансене медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ

Ҫӗршыври эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула Чӑваш Енри кардиологи диспансерӗнче Уҫӑ алӑксен кунне, сывлӑх шкулӗн ӗҫ-хӗлне ирттерме, тӳлевлӗ медицина тӗрӗслевне йышӑнма вӑхӑтлӑх чарнӑ.

Анчах васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ ӗҫлет. Чӗре чирӗпе аптӑракан пациентсене те туллин йышӑнаҫҫӗ.

Планри пациентсен йышӑнӑвӗ консультаци поликлиникинче иртет. Унта пыриччен малтан Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗнче (www.gosuslugi.ru) е регистратура телефонӗпе (88352709590) ҫырӑнмалла.

Поликлиникӑра ӗҫлекенсем палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне шӑпах пыма ыйтаҫҫӗ, ҫапла майпа пациентсем нумай пухӑнмӗҫ.

Пӗр пациентпа пӗрле пӗр ҫыннӑн ҫеҫ пыма юрать, вӑл 18 ҫултан кӗҫӗн ан пултӑр.
Шӑнса пӑсӑлнин палли пулсан поликлиникӑна пыма тӑхтамалла.

Ҫапах та чӗре питех аптӑратман чухне кардиолог патне ҫитме васкамалла мар, пӗлтереҫҫӗ Республикӑри кардиологи диспансерӗнче.

www.hypar.ru Фото yandex.ru

Рубрика: