Комментари хушас

15 Çу, 2020

«Пĕшкĕнсе йĕреттĕм, пĕрех вĕллерен пăрăнман»

«Хурт-хăмăр ĕçĕ — пĕтĕм пурнăçăм. Вĕлле хурчĕ мана çын турĕ. Вăлах аталанма пулăшрĕ. Хам та пыл хурчĕ пек ĕçчен пулма тăрăшатăп», — тет республикăри паллă утарçă Николай Пирожков.
Николай Петрович, эсир пурнăçа ылтăн хуртсене халалланă.
— Пирĕн хурт-хăмăр династийĕ 200 çул ытла каялла пуçланнă. Эпĕ – 5-мĕш, ывăлăм Петр 6-мĕш ăру шутланать. Мăн-мăн асаттен Кукăль Караççан 150 вĕлле пулнă. Ун чухне пыл юхтармалли хатĕр те пулман, карассене алăпа çĕмĕрсе пыл тунă. Эпĕ 5-ре чухнех аттене утарта пыл хурчĕсене пăхма пулăшнă. Çывăх çыннăм туса панă çÿллех мар тенкел çине хăпарса тăраттăм та вĕркĕчпе вĕртереттĕм. Хурчĕсем усалччĕ, сăхатчĕç. Пĕшкĕнсе лараттăм, йĕреттĕм, анчах вĕлле çумĕнчен пăрахса кайман. Тантăшсем шыва кĕме каятчĕç, атте çăвăр хурт ªройº тухнине сыхлаттаратчĕ. 8-мĕш класра утарта лайăх ĕçленĕшĕн мотоцикл туянса пачĕ. Хальхи пекех астăватăп: кăвак тĕслĕччĕ, «Минск» ятлăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70- мĕш çулĕсенче шкул ачисен сайра камăн мотоцикл пулнă. Атте Петр Павлович вăрçă ветеранĕччĕ, пирĕнтен 56 çултах уйрăлса кайрĕ. Унран 17 вĕлле юлчĕ. «Кун пек кăна мар-ха, килти утара пысăклатмалла», — терĕм. Пĕррехинче пĕчĕк йывăç пÿртре вĕлле ăсталама пикентĕм. Ĕçлетĕп те ĕçлетĕп, вăхăт иртнине сисмен. «Ачам, çывăрма кĕретĕн-и эсĕ?» — пырса чĕнчĕ анне. «Эпĕ касра пурте выртса пĕтсен кăна çывăрма выртатăп. Сафрон Ивановичпа карчăкĕн çутă çунатьха», — кăмăлăма палăртрăм эпĕ. «Вĕсем çывăрса тăнă ĕнтĕ, 5 сехет халĕ», — тĕлĕнтерчĕ анне. Колхоз утарĕнче 20 вĕллепе ĕçлеме пуçларăмăр, пĕрне парнелерĕм. Пулăшуçăпа Андрей Базуновпа кĕске вăхăтрах 100 вĕллене çитертĕмĕр. Килте те 80-100-е яхăн вĕлле тытнă.
Эсир колхоз утарне кăна мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хурт-хăмăр отрасльне те çĕкленĕ.
— Чăн та, мана 1997 çулта районсен хушшинче хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен зоотехник пулма шанчĕç. Патăрьел районĕ ун чухне хурт-хăмăр ĕрчетессипе 17-мĕш вырăнтаччĕ. 12 утар кăначчĕ. Эпĕ районти депутатсен пухăвĕнче 5 çулта тепĕр 12 утар уçма шантартăм. Çакна тăватă çулта пурнăçларăмăр. Республикăра пыл туса илессипе 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. 1981 çулта Пĕтĕм Раççейри хурт-хăмăрçăсен 3-мĕш с˜ездне ячĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче килти хушма хуçалăха аталантарма пикентĕм. Паян манăн 250 çемье. Икĕ утар: пĕри — çăка вăрманĕнче, тепри — килте.
Строительте, бухгалтерта вăрах вăхăт ĕçлеменшĕн кулянмастăр апла…
— Хурт-хăмăрçă пулнишĕн ÿкĕнместĕп. Турă кашни çыннах талант парать. Ахăртнех, манăн талант — вĕлле хурчĕпе ĕçлесси. 2016 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Пыл хурчĕ тата çын» наука конференцийĕнче çăка пылĕпе 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Унта конкурсантсем 12 çĕршывран хутшăннăччĕ. Пысăк чыс пулчĕ ку маншăн. 2017 çулта та 1-мĕш вырăна тухрăм. Çакă маншăн Олимп чемпионĕн медалĕпе танах. Çав çулах Патăрьел районĕнче «Çулталăк çынни» пулса тăтăм.
Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?
— Ывăлăм Петя 5-ре чухне вĕлле хурчĕ патне пыма пуçларĕ. Мĕн тĕттĕмленичченех хампа пĕрле утарта ĕçлетчĕ. Хĕрĕмсем Наташăпа Таня та ютшăнман. Петр халĕ Мускавра, Росгвардин çар офицерĕ. «Пенсие тухсан яла килетĕп», — тет. Утарта мăнукăмсем Кирилпа Артем пулăшаççĕ. Шанăç пур, эпĕ тăрăшни харама каймĕ. Хăй вăхăтĕнче мана анне Анастасия Гавриловна, ачасем пĕчĕк чухне мăшăрăм Надежда Михайловна пулăшнă. Ĕмĕтĕм — вĕлле хурчĕсен çемйине 300-е çитересси. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Роза ВЛАСОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.