Комментари хушас

15 Çу, 2020

«Йăла-йĕркене çухатас марччĕ»

Валентина МУЗЫКАНТОВА, Чăваш халăх артистки:

Кун-çулăма чăваш театр искусствипе çыхăнтарнă май маншăн тăван культура еткерлĕхне упраса аталантарасси, çитĕнекен ăрăва та çак çул çине тăратасси, хамăрăн несĕлсенчен сыхланса юлнине шанчăклăн упрасси — чи пысăк тивĕç. Çавăнпа ку енĕпе Конституцие кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсене ырлатăп. Тĕп саккун Тăван çĕршывăн, кашни халăхăн культурине, йăли-йĕркине, ĕмĕртен килекен хаклăхĕсене упрассине, ачасене çав витĕмпе çитĕнтерессине хăй хÿттине илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе хам енчен акă мĕн хушса каланă пулăттăм: малашне те тăван халăх ятне-сумне, йăли-йĕркине çухатас марччĕ, хамăрăн мăн асаттесене манас марччĕ. Эпĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче çур ĕмĕре яхăн вăй хуратăп. Çавăн чухлех çамрăк ăрăва патриотизм, культурăпа эстетика воспитанийĕ парас ĕçе хутшăнатă. Апла пулас ăру мĕнле ÿссе çитĕнни манăн ĕçрен те килет. Ку енĕпе пире çĕршывăн Тĕп саккунĕ хăй хÿттине илнине ырлатăп.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.