Комментари хушас

14 Çу, 2020

Еткерлĕхе упрамалла

Çĕршывăн Тĕп саккуне — Конституцие — улшăнусем кĕртесси пирки пирĕн вулакансен шухăшĕпе малалла паллаштаратпăр.

Ирина МЕНЬШИКОВА, Чăваш наци музейĕн директорĕ:

Раççей Федерацийĕн культурине — çĕршывра пурăнакан мĕн пур халăхăн еткерне — çĕршывăн тĕп пуянлăхĕ шайне çĕклесшĕн. Çавна май тÿрлетÿре культурăна патшалăх символĕсемпе пĕр шайрах хакламаллине палăртасшăн. Ăна тĕревлессишĕн тата сыхлассишĕн патшалăх явапли пирки пусăм тунă.

Асăннă тытăма Тĕп саккунра çавнашкал çÿллĕ шая çĕклени ламран лама куçнă пуян еткерлĕхе килес ăрусем валли упраса хăварма пулăшĕ. Культурăсăр малалла аталанма чăннипех май çук. Пуласлăхра сулмаклă утăмсем тăвас тесен халăхăмăрăн ĕнерхи кунĕ мĕн çинче никĕсленнине пĕлмелле. Пире, çак хутлăхра ĕçлекенсене, Конституцири пулас улшăнусем хавхалану кÿрĕччĕç. Проект ĕç-хĕлне аталантарма пулăшĕччĕç. Пирĕн республикăра кăна мĕн тĕрлĕ халăх çынни пурăнмасть-ши? Кашнин культурине упраса хăварассишĕн тăрăшса тĕрлĕ пуçарăва хута ярасчĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.