Комментари хушас

14 Çу, 2020

Фронта кайма мучи атă панă

Салтака каймашкăн ят тухсан Михаил Магазеев çар комиссариатне шурă тăлапа тата çăпатапа çитнĕ. Унашкал çамрăк текех курăнман. «Ыран пушмакпа килнĕ пултăр», — хытарса ăсатнă 17-ри йĕкĕте. Каччă куншăн намăсланнă.

Хĕл варринчи аслати

Миша ултă ачаллă чухăн çемьере çитĕннĕ. Вăл — вăтам ывăл. Ашшĕ Алексей Семенович Япони вăрçинче тăшманпа çапăçса ылтăн Георгий хĕресĕсене тивĕçнĕ. Анчах выçлăх аптăратнăран вăл юн тăкса илнĕ наградăсене тырăпа улăштарнă. Виçĕ хĕресне те… Йышлă çемье кăшт çĕр улми хушса пĕçернĕ вĕлтĕрен шÿрпипе хырăма улталанă. «Аттепе анне йывăрлăхсене пăхмасăр ултă ачине ура çине тăратрĕç. Анне Феодосия Даниловна хутла пĕлекенскерччĕ, пире те çутта кăларма тăрăшатчĕ. Эпĕ шкулта 7-мĕш класс таран пĕлÿ илтĕм, кайран ветеринари курсĕсенче çулталăк вĕрентĕм. 1940 çулхи кăрлач уйăхĕнчи пĕр каçхине аслати кĕмсĕртетрĕ, темиçе хут çиçĕм ялтăртатрĕ. Урама чупса тухрăмăр — тавралăх çап-çутă. Ватăсем ку ырă мара систерни пирки калаçрĕç, «вăрçă» сăмах хăлхана кĕчĕ», — аса илÿ çăмхине сÿтме пуçăнчĕ Шупашкар районĕнчи Çĕньял Чурачăк ялĕнче пурăнакан 96 çулти Михаил Алексеевич.
Ветеринар специальноçне алла илнĕ яш часах ĕçе вырнаçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă кун паян та куçĕ умĕнче. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мамăшри ял канашĕнче яланхиллех çынсем пухăва пуçтарăннă. Унччен те пулман, радио янăранă: «Мускав калаçать! Паян Германи Совет Союзне тапăнса кĕчĕ. Эпир тăшмана аркататпăрах, çĕнтеретпĕрех». Хăрушă хыпара илтсен никам та сăмах чĕнмен, пуç усса киле таврăннă. Тепĕр кунхинех фронта каймалли повесткăсем валеçме пуçланă. Акă 17 çулти Михаил Магазеевăн та аллинче — çара каймалли хут. Тепĕр кунхине тăван килтен уйрăлмалла. Çăпатапа çар комиссариатне çитсен пушмак тупма хушсан каччă шухăша путнă. Ырă çынсем пулăшнă ăна. «Ялта Латвирен эвакуациленнĕ çынсем пурăнатчĕç. Ватă мăшăр пурччĕ, мучи мана хăйĕн аттине пачĕ. Вăрçăран ырă-сывă çаврăнса çитсен ăна хуçине паратăпах тесе тупа турăм. Кукка Филипп Данилович ăста çĕвĕçчĕ, кивĕ кĕрĕкрен мана çумăрпа йĕпенмен тумтир çĕлесе пачĕ. Ялтан çав кунхине, 1942 çулхи авăн уйăхĕнче, иккĕн çула тухрăмăр, тепĕр çамрăк та Миша ятлăччĕ. Чукун çул станцине кукамай лашапа леçрĕ. Хĕве çăкăр чикрĕм. Урăх нимех те пулман çав, ялта пурнăç нушаллăччĕ, веçех фронта ăсатнă, лашасене те илсе кайрĕç. Вăрçă кунĕсенче атте чăпта çапакан предприятире ĕçленĕ, апи /анне/ ачасене хутла вĕрентнĕ, вăл вырăсла юрăсем те пĕлетчĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ ветеран.

«Анне мана ма çуратнă-ши?»

Каччă I Беларуç фрончĕн вĕрентÿ батальонне лекнĕ. Вулама-çырма пĕлекенскере отделени командирĕн тивĕçĕсене шаннă, нумайăшĕ ун чухне хутла пĕлмен. Миша пĕвĕпе лутра пулнăран салтаксем ăна «пĕчĕк командир» тенĕ, çавах ун сăмахне итленĕ. «Пĕррехинче хăрушă инкек тухрĕ — пĕр ротăри çамрăк салтаксем пушарта çунса вилчĕç… Эпир çĕр пÿртре пурăннă, ăна тимĕр кăмакапа хутса ăшăтаттăмăр, ялан пăхса тăмаллаччĕ. Синкерлĕ кун дневальнăй çывăрса кайнă, хĕрнĕ кăмакана пула çулăм алхасма тытăннă. Çĕр пÿртри чÿречесем — шăши кĕрсе тухмалăх çеç, питĕ пĕчĕк, салтаксем унтан тухайман. Вĕсене тăванла вил тăпри çине пытартăмăр. Темиçешĕ çеç сывă юлчĕ. Ку инкеке нумайччен тĕпчерĕç, званипе аслисем çĕрле те чĕнсе илетчĕç. Манран, командир пулнă май, çирĕп ыйтнă, никамăн та дисциплинăна пăсма юраман. Каярахпа урăх салтаксене илсе килчĕç: 60-а яхăн çамрăк. Вĕсем тарма шухăшланă-мĕн. Çакна аслисем пĕлнĕ, наччасрах машинăпа тиесе кайрĕç. Фронтран таракансем пулман мар. Пĕррехинче тарнă салтака тупса килчĕç, генерал ăна пирĕн умрах персе пăрахрĕ. Ыттисемшĕн урок пултăр терĕ пуль. Тем те курма тиврĕ. Пирĕн полкра хĕрсем те пурччĕ. Пысăкрах кăкăрлисем хырăмпа шумалла чухне питĕ тарăхатчĕç. «Анне мана ма çуратнă-ши?» — тесе йĕретчĕç. Яшсемшĕн паллах ку кулăшлаччĕ», — аса илчĕ вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ватă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.