Комментари хушас

13 Çу, 2020

«Минимум» каллех чакмарĕ

Кăçалхи нарăсра ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пурăнма кирлĕ виçене чакарассине татăклăн хирĕçленĕччĕ — вăл хушнипе тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрленĕ май çăмăллăхсемпе усă куракан пин-пин çын илекен укçа виçи чакассине сирсе янăччĕ. Юнкун çак йышăну каллех граждансен интересĕсене хÿтĕлесе хăварчĕ.

Министрсен Кабинечĕн Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче кăçалхи 1-мĕш кварталшăн пурăнма кирлĕ виçене çирĕплетессие тишкерчĕç. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхи юлашки кварталтипе танлаштарсан асăннă виçе 1% пĕчĕкленнĕ, 9188 тенкĕпе танлашнă. Апат-çимĕç хакланнă, промышленноç таварĕсем, пулăшу ĕçĕсем вара йÿнелнĕ-мĕн. Анчах çÿлерех асăннă саккун «минимум» пĕчĕкленес пулсан ăна умĕнхи кварталти шайрах упраса хăварма ирĕк парать. Çапла турĕç те — пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене пĕлтĕрхи 4-мĕш кварталти шайрах хăварма йышăнчĕç.

Правительство çавăн пекех темиçе саккун проектне тишкерсе ырларĕ, земство тухтăрĕсене компенсаци тÿлевĕсем парассине çирĕплетрĕ, Министрсен кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртрĕ. Вĕсем пирки тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

 

Рубрика: